Кĕçĕн Пăла

 

Кĕçĕн Пăла е Тип Пăла (Хăр Пăла), — Чăваш Енри юханшыв[2] ,[3] Пăлан сулахай юппи. Кĕçĕн Çĕрпӳел патĕнче пуçланать те хĕвелтухăçнелле юхса Патреккел патĕнче Пăлана юхса кĕрет. Тăршшĕ 45,4 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 393,5 км2. Юпписен шучĕ вуннă патнелле.

Кĕçĕн Пăла хĕрринче Нӗркеҫ, Тĕвенеш, Янкасси, Курнавăш, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Ҫӗнӗ Пӑва, Кипеç, Тăрăм, Елчĕк, Тускел, Акчел, тата ялсем вырнаçнă.

Кĕçĕн Пăлана юхса кĕрекен пĕчĕк юханшывсен чи пысăкки-Таяпа.

Шыв реестрĕн хыпарĕсем

Раççей патшалăх шыв реестрĕн хыпарĕпе Тури Атăл бассейн округĕне кĕрет. Шыв хуçалăх участокĕ Сĕве вăрринчен Элшел ялĕ таран. Юханшывăн кĕçĕн бассейнĕ — Атăл юпписен бассейнĕ Хура Атăлпа Сăр хушшинче [4]. Юханшыв бассейнĕ - Тури Атăл Куйбышев шывуправĕччен, Хура Атăл бассейнĕсĕр[4].

Раççей патшалăх реестăринчи данныйсем [4] Государственный водный реестр РФ: Малая Була. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Государственный водный реестр РФ</ref>:

  • Раççей патшалăх реестăринчи кочĕ — 08010400612112100002683
  • гидрологи тĕпченипе кочĕ (ГИ) — 112100268
  • бассейн кочĕ —08.01.04.006
  • ГИпе том номерĕ — 12
  • ГИпе кăларăм — 1

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.
  2. ^ «Центральный реестр России Государственного водного кадастра и Гидротехнических сооружений.».
  3. ^ «Государственный водный реестр РФ.».
  4. ^ 1, 2, 3 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок МПР России не указан текст

Вуламалли

Каçăсем