Плющев Юрий Николаевич
Плющев Юрий Николаевич (ҫур. 1953 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ, Аслă Елчĕк, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет тата Беларуҫ документлӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкернӗ кинооператор, фотохудожник.
Кун-ҫулӗ
Плющев Юрий Николаевич 1953 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчиАслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1970 ҫулта Шупашкар хулинчи 22-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Шкул ҫулӗсенчен пуҫласа сӑнӳкерчӗкпе хастаррӑн кӑсӑкланнӑ («Смена-6» фотоаппаратне 1964-мӗш ҫултах, 4-мӗш класра вӗреннӗ чухнех, туяннӑ), ҫакӑ вара ӗмӗрлӗхе хӗрӳлӗхлӗ хобби пулса юлнӑ. Аслӑ классенче «Молодой коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче хастар пичетленнӗ, темиҫе сӑнӳкерчӗкне «Комсомольская правда» хаҫатра пичетленӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти «Знамя строителя» тата «Рабочая жизнь» нумай тиражлӑ хаҫатсенче литература сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ, В. И. Ульянов-Ленин ячӗллӗ Хусанти патшалӑх университечӗн филологи факультечӗн журналистика уйрӑмӗнче заочно вӗреннӗ.
Журналистика ӗҫӗнче литература материалӗн сӑнарлӑ тата визуаллӑ енне малти вырӑна хунӑ. 1972 ҫ. университетра вӗренме пӑрахса Пӗтӗм Союзри Патшалӑх кинематографи институчӗн (халӗ С. А. Герасимов ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри кинематографи патшалӑх институчӗ - ВГИК) оператор факультетне вӗренме кӗнӗ.
Л. В. Косматов профессорӑн тата кинооператор-журналистсен, Р. Н. Ильин профессорӑн мастерскойсенче вӗреннӗ.
1974 ҫ. вӗренӳ ӗҫне, Белоруҫ чукун ҫулӗн тава тивӗҫлӗ машинисчӗ Карякин ҫинчен ҫырнӑ новеллӑна (10 мин, ВГИКӑн вӗренӳ студийӗ) ӳкернӗ.
1975 ҫ. хӑйпе пӗр курсра вӗренекен Сергей Романовпа пӗрле БАМ (Байкал-Амур магистралӗ) тунӑ ҫӗрте интернационаллӑ студентсен отрячӗсем ӗҫлени ҫинчен «Магистральпа юнашар» ятлӑ курс ӗҫӗ валли документлӑ фильма ӳкернӗ. (20 мин., ВГИКӑн вӗренӳ студийӗ).
Унӑн диплом ӗҫӗ Сергей Бондарчук кинорежиссёр «Ҫеҫенхир» фильмпа ӗҫлени ҫинчен ӳкернӗ «Пиллӗкмӗш фильм» (вӗренӳ киностудийӗ, 10 мин) документлӑ фильм-сӑнав пулса тӑнӑ.
1977-мӗш ҫулта ВГИКӑн оператор факультетне пиллӗк паллӑпа вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Минска «Беларусьфильм» киностудине ӗслеме янӑ, унта 2004-мӗш ҫулччен «Летопись» студире, ҫавӑн пекех урӑх студисенче тӑван ҫӗршыв тата ют ҫӗршыв режиссерӗсемпе ӗҫленӗ. Ҫав ҫулсенче вӗсем 80 ытла документлӑ тата темиҫе тулли метражлӑ вӑйӑ фильмӗсем ӳкернӗ.
Хроникӑллӑ-документлӑ тата ӑслӑлӑхпа популярлӑ киносен аслӑ категориллӗ операторӗ пулма тата выляв киновӗн пӗрремӗш категориллӗ постановщик операторӗ пулма тарифициленнӗ. 1982 ҫ. СССР кинематографисчӗсен пӗрлешӗвне кӗнӗ. «Беларусьфильмӑн» чи лайӑх кинорежиссерсемпе пӗрле ӗҫленӗ: Александр Карпов кӗҫӗнни, Сергей Лукьянчиков, Дмитрий Михлеев, Михаил Ждановский, Нина Колос тата ыттисем те.
Вӗсемпе пӗрле Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальсенче чылай приз илнӗ документлӑ тата наукӑпа популярлӑ фильмсене ӳкернӗ: «Кам пуканелле вылять» (1979 ҫулта Краковри кино фестивалӗн призӗ) , «Паян тата кашни каҫ» (1980 ҫулта «Беларусьфильм» киностудин чи лайӑх оператор ӗҫӗшӗн диплом) , «Интернат ты наш» (1985 ҫ. Алма-Ата хулинче иртнӗ Пӗтӗм Союзри XIX кинофестивальте КССР Патшалӑх телерадион ятарлӑ призӗ) , «Семейный портрет с картошкой» (1981 ҫулта «Беларусьфильм» киностудин чи лайӑх оператор ӗҫӗшӗн диплом) , «Эпир фонтан патӗнче уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр», ««Пурӑн» сӑмахран» (1983 ҫ. Оберхаузенри тӗнче кинофестивалӗн дипломӗ, ЛКСМБ ТК Хисеп грамоти, 1984 ҫ. «Ҫамрӑклӑх» фестиваль дипломӗ, Киев хули), «Йӗпе юр ҫӑвать» (Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен ХII фестивалӗн дипломӗ, 1985 ҫ.) , «Хӗллехи премьера» (1986 ҫулта «Беларусьфильм» киностудин чи лайӑх оператор ӗҫӗшӗн диплом) , «Con anima», «Салам, ҫын» (Чехословакире иртнӗ Тӗнчери XIX TECHFILM фестивалӗн Гран-прийӗ, 1981 ҫ.) , «Пауза», «Хысна яшкин юлашки турилкки» тата ыттисем те.
Тулли метражлӑ вӑйӑ фильмӗсем «Гомункулус» тата ««Грех лицедейства», спектакль-фильмсем «Кам унта?» , ««Ылтӑн кӳлӗре» (постановщик операторӗ).
«Астӑвӑм палитри» документлӑ фильма Беларуҫ республикин Президенчӗн чун-чӗмлӗх чӗрӗлӗвӗшӗн панӑ премийӗпе палӑртнӑ.
Студент ҫулӗсенчен пуҫласа кино ӳкернипе пӗрлех тӗрлӗ фотоконкурссене хутшӑннӑ, фотоӳнерпе интересленнӗ. Сӑнӳкерчӗксенчен хӑшӗ-пӗри дипломсене тата медальсене тивӗҫнӗ. Тӗнчери куравсен дипломӗсем: Assofoto, Pentacon-Orvo, Красногорск 81, Reus.
Сӑнӳкерчӗксем республикӑри тата раҫҫей хаҫат-журналӗсенче пӗрре мар пичетленнӗ: «Комсомольская правда», «Советская культура», «Литературная газета», «Советское фото», «Советская Белоруссия», «Знамя юности», «Мастацтва» тата ытти те.
Чернобыль темипе нумай ӗҫленӗ май Полесри радиаципе экологи заповедникӗн районӗсене пӗрре мар фото тата видео тухса ӳкернӗ. Икӗ фотопроекчӗ Беларуҫри Америка посольствин тата Беларуҫ Республикинчи ООН представительствин гранчӗсене илнӗ. Ҫапла вара икӗ калӑпӑшлӑ фотографи выставки пулса тӑнӑ: Минскра 2005 ҫулта «Чернобыль шыраса» тата 2006 ҫулта «Чернобыль ахрӑмӗ». Персоналлӑ фотокуравсен авторӗ: «Взгляд», «Сӑнсем уҫатпӑр», «Провинциаллӑ проспект», «Чернобыль шыраса», «Ахаль япаласем: Беларуҫ ҫине пӑхни», «Чернобыль ахрӑмӗ» тата ытти те.
2001 ҫултанпа хальхи вӑхӑтчен фотокуравсем Брюссельте, Ригӑра, Хельсинкире, Минскра, Вильнюсра, Будапештра, Лейпцигра, ҫаплах Англире тата АПШ-ра 30 хут ытла экспонациленнӗ.
«Ахаль япаласем: Беларусь ҫине пӑхни» курав Беларуҫра чикӗ леш енче пӗрре мар экспонациленнӗ: Лейпцигри MDR телекомпанин штаб-хваттерӗнче 2003 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче, Брюссельти, АПШри тата ытти ҫӗршыври Беларуҫ представительствисенче.
Ӗҫӗсем Англире, Беларуҫре, Германире, Нидерландсенче, Норвегире, Польшӑра, Раҫҫейре, Сербире тата Черногорире, АПШра, Украинӑра, Чехире, Швейцарире, Эстонире тата Японире обществӑлла тата уйрӑм коллекцисенче упранаҫҫӗ.
2006-2015 ҫулсенче ТЖК операторӗ пулса ӗҫленӗ, Мускаври RT (RUSIA TUDAY) телекомпанире раҫҫей тата чикӗ леш енче (каярах студире оператор пулса) сюжетсем ӳкернӗ.
Юлашки ҫулсенче, тӗпрен илсен, тӗрлӗ видеопа фотопроектсемпе (Чернобыль теми, ача ҫурчӗсенчи ачасем тата ытти те) хӑйне тӗллӗн оператор пулса ӗҫленӗ. Видеопроектсен ретне Германири, Израильти, АПШри, Раҫҫейри, Швецири режиссёрсемпе тата продюсерсемпе пӗрле пурнӑҫланӑ.
Ӗҫӗсем
Документлӑ кино
- 1978 — «Кам пуканелле вылять» — 35 мм, тӗс, 1 пай, док.
- 1980 — «Паян тата кашни каҫ» — 35 мм, тӗс, 1 пай, док.
- 1983 — ««Пурӑн» сӑмахран» — 35 мм, тӗс, 2 пай, док.
- Коллективвлӑ фильм – пукане актёр ӑстисен портречӗ
- 1984 — «Йӗпе юр ҫуни» — 35 мм, цвет, 3 части, док.
- 1987 — «Хӗллехи премьера» — 5 частей, док.
- «Con anima»
- «Садам, ҫын»
- «Тӑхтав»
- 1982 — «Я в печатники пошел» — 35 мм, тӗс, 2 пай, док.
- 1982 — «Репортаж из сказки» — 35 мм, тӗс, 2 пай, док.
- 1987 — «Устами младенца (Письмо к Президенту)» — 2 пай, док.
- Ольга Жёлудь киномеханик ҫинчен…
- 1980 — Семейный портрет с картошкой (Мистер - «картошка») — 35 мм, тӗс, 2 пай, док.
- С.М. Станюта СССР халӑх артистки ҫинчен.
- Гроднори Житков урасӑр, хаваслӑ та пурнӑҫа юратакан, атӑҫӑ ҫинчен.
- 2004 — «Астӑвӑм палитри», док., 10 мин., Белвидеоцентр.
- 2000 — «Гитлерпа тунӑ договор»,тулли метражлӑ, док., никама пӑхӑнман студи.
- 1989 — «Шанс, е кино ҫӑлтӑрӗ мӗнле пулмалла» — док., 2 пай, «Беларусьфильм».
- 1999 — «Бельведер патне илсе каякан ҫул», — Белвидеоцентр.
- 1999 — «Белоруҫ ҫӗрӗ ҫинчи чӑвашсем» 20 мин, никама пӑхӑнман студи.
- 2002 — «Хысна яшкин юлашки турилкки», тулли метр., док., видео, никама пӑхӑнман студи.
- Коллективный фильм-портрет актёров-кукольников.
- 1999 — «Яма. Геттора ҫуралнӑскер», 50 мин, никама пӑхӑнман студи.
Вӑйӑ кино
- 1988 — «Гомункулус» — 10 пай, тулли метражлӑ художествӑлла фильм, «Беларусьфильм» (оператор-постановщик).
- 1991 — «Грех лицедейства», Артель-Ф студи, тулли метражлӑ художествӑлла, 2 сери, 2 сехет те 10 мин. (оператор-постановщик).
- 1996 — «Кам унта?» — Артель-Ф студи, 2 сери, 2 сехет те 15 мин. (оператор-постановщик) — спектакль-фильм.
- 1992 — «Ылтӑн кӳлӗре» — тулли метражлӑ спектакль-фильм (оператор-постановщик). Белвидеоцентр.
- 1977-1990 — «Советла Беларуҫ» журнал тата ыт.» — оператор.
- 1996 — «Маэстро, музыка!» — Белвидеоцентр, 40 мин.
- М. Финберг дирижер ҫинчен.
- 1997 — «Тӑхтав» — Белвидеоцентр, 20 мин.
- Л.Хоботов художник ҫинчен.
- 1998 — «Юлашки спектакль» — Белвидеоцентр.
- 1999 — «Опус — 10ран 15-ччен» — Белвидеоцентр.
Фотоӳнер
- 1999 — «Чернобыль ачисем».
- Ача-пӑча изостудийӗ. Ачасем АПШ Президентне ҫыру ҫыраҫҫӗ.
Хисепӗсем
- РФ кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ;
- БР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ;
- БР фотографӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ;
- Раҫҫей кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн кинооператорсен Гильдин пайташӗ;
- Раҫҫей фотоӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ;
- Кинофестивальсен лауреачӗ:
- Оберхаузенри кӗске метражлӑ кино тӗнче кинофестивалӗ -Internationale Kurzfilmtage Oberhausen, 1983 ҫ., (док. фильм ««Пурӑн» сӑмахран»);
- Амстердамри халӑхсен хушшинчи документлӑ кино кинофестивалӗ – IDFA, (док фильм «Гитлерпа тунӑ договор»);
- Краковри кӗске метражлӑ кино тӗнче кинофестивалӗ, 1980 ҫ. (док. фильм ««Кам пуканелле вылять»);
- Чехословакири тӗнчери TECHFILM 81 кинофестивалӗ ,1981 ҫ., Гран-при («Салам, ҫын!» ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильм);
- Алма-Атари XIX Пӗтӗм Союзри кинофестиваль, 1986 ҫ., (док. фильм «Интернат ты наш»);
- Пӗтӗм Союзри III смотр-конкурс, ВДНХ бронза медалӗ, 1981 ҫ., (ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильм ««Передовой опыт ткачей на Оршанском льнокомбинате»);
- Минскри АПШ посольствин тата ООН Беларуҫ отделенин Гранчӗсене фотокуравсем йӗркелеме выляса илнӗ.
Вуламалли
- Е. Антонов. Снимаю жизнь. Штрихи к портрету кинооператора // Газета «Знамя юности», 20 июня 1985 г.
- Оксана Мытько, 1985 г. «Поиски Чернобыля Юрия Плющева» // 14 апреля 2005 г.
Каҫӑсем
- Валерий Алексин. Юрий Плющев: кинооператор — редкая профессия. (выр.)
- В. Алексин. Кинооператор – тӗлӗнмелле професси. Интервью. Чӑваш халӑх сайчӗ.