Аслӑ Елчӗк
|
Аслă Елчĕк — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Елчĕкрен 5 çухрăмра, Канашран 80 çухрăмра, Шупашкартан 160 çухрăмра ларать.
Ялта вăтам шкул, ача-пăча сачĕ, культура çурчĕ, ял вулавăшĕ пур.
Истори
Элкел вулăсне, кайран вара, уессене пĕтериченех, Кĕçĕн Елчĕк вулăсне кĕнĕ.
Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1939 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Халап тăрах яла Пичурпа Патарш чăваш паттăрĕсем никĕсленĕ. Вĕсене ку çĕрсене Иван Грознăй Хусана илнĕ вăхăтра паттăрлăх катартнăшăн панă имĕш. Архив докуменчĕсем тăрах ку яла халĕ Куславкка районне кĕрекен Елчĕк ялĕнчен килнĕ çынсем никĕсленĕ. А Болотин переписĕ тăрăх 1587-1588 çулсенче вĕсене çак вырăнсенче çĕр уйăрса панă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 1800 çын, çав шутра 862 арçын, 938 хĕрарăм пурăннă[2].
1719 çулта ялта 53 кил пулнă, 240 çын пурăннă. 1785 çулта 135 килте 324 çын пурăннă. 1858 çулта 146 килте 970 çын пурăннă. 1897 çулта 286 килте 1756 çын пурăннă. 1917 çулта ялта 384 кил пулнă, 2175 çын пурăннă. 2004 çул пуçламăшĕнче 714 килте 2429 çын пурăннă. Халĕ ялта 1800 çын пурăнат (2010.10.10). Вĕсенчен 48%-чĕ арçынсем.
1858 çулта Аслă Елчĕк шучĕнче 2602 гектар çĕр, 431 гектар варман пулнă. 1885 çулхи документсем тăрăх кунта садсем нумай пулнă.
электричество çитнĕ. 1998-2004 çулсенче яла газ кĕртнĕ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 528 çын тухса кайнă, 218-ĕшĕ вăрçăра пуçне хунă.
Паллă çынсем[3]
- Адюков Виталий Иванович — чăваш юрăçи, композитор.
- график, сăрăçă.
- педагог, профессор, Раççей Вĕренӳ Академийĕн академикĕ, çыравçă.
- Карлин Николай Сергеевич (1946-2017), — сăвăç, композитор.
- Кедров Николай Михайлович (1874-?) — "Аçана-аннĕне хисепле, хăвнах аван пулĕ" повеçĕн (1899) авторĕ.
- Петрянкин Федор Петрович - ветеринари ăслăхĕсен тухтăрĕ;
- Плющев Юрий Николаевич — кинооператор, фотохудожник.
Ӑнлантарусем
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокautogenerated2
не указан текст - ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики
- ^ Пирĕн ентешсем
Каçăсем
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем
- Н.О. Воропаева, З.А. Трифонова. Чăваш энциклопедийĕ
- Аслă Елчĕк çывăхĕнчи Хулара археологсем ĕçлеççĕ
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Елчӗк районӗнчи пурăнан вырăнсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Елчĕк ялĕ Ялсем: Акчел • Анатри Тимеш • Аслă Елчĕк • Аслă Пăла Тимеш • Шуршу • Аслă Таяпа • Аслă Шăхаль • Атĕкпуç • Ахпĕрçын • Вăрăмхăва • Вырăскасси • Елчĕк • Ĕнел • Исампаел • Кĕçĕн Патреккел • Кĕçĕн Таяпа • Кĕçĕн Шăхаль • Кӳлпуç • Кавал • Каркалар • Кивĕ Арланкасси • Кивĕ Эйпеç • Кипеç • Курнавăш • Кушкă • Лаш Таяпа • Мучар • Патреккел • Петровка • Çĕнĕ Пикшик • Питтĕпел • Сăрьел • Çĕнĕ Арланкасси • Çĕнĕ Кипеç • Çĕнĕ Пăва • Çĕнĕ Тускел • Çĕнĕ Эйпеç • Çĕньял • Çирĕклĕ Шăхаль • Çуткӳл • Тăрăм • Тăрнашур • Тĕмер • Таяпа Энтри • Тип Тимĕш • Турхан • Тускел • Хăвăлçырма • Чăваш Тăрăм • Шӑмалак • Элекçей Тимеш • Элпуç • Энтепе • Яманчурел |