Елчӗк (Куславкка районӗ)
Елчĕк — Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи ял. 1918 çулхи нарăсăн 8-мĕшпе 1926 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕччен вулăс центрĕ пулнă.
Тавралăхĕ
Енĕш юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Тĕпрен илсен сулахай çыранра. Ялăн сылтăм çыранри пайне халăхра "Япони" теççĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Кун-çулĕ
1927 çулчен Шупашкар уесне кĕнĕ. Малтан Пукрав вулăсне кĕнĕ, кайран, 1918 çулхи нарăсăн 8-мĕшпе 1926 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕччен Елчĕк центрĕ пулса тăнă. Ун хыççăн 1927 çулчен Никольски вулăсне кĕме пуçланă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Куславка районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрмар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Куславка районне кĕрет.
Паллă çынсем
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |