Куславкка районӗ

Ӳкерчĕк:Cavash Jen Kuslavkka rajon.png
Куславкка районĕ

Куславкка райо́нĕЧăваш Ен (Раççей Федерацийĕ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район).

Администраци центрĕКуславкка хула.

Тавралахĕ

Чăваш Енре çурçĕр енче, Атӑл хĕрринче вырнаçнă район. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Лаптăкĕ — 516,8 км2. Район йышне Атӑлти Криуши тата ытти утравсем кĕреççĕ. Хĕвелтухăç тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче Тутарстан вырнаçнă. Кăнтăр тат кăнтăр-хĕвеланăç енче Вăрмар районĕ, хĕвел анăç енче — Çĕрпӳ районĕ, çурçĕр-хĕвеланăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ вырнаçнă. Çурçĕр енче кăнтăр еннеле 50 çухрăма район тăсăлнă, хĕвел анăç енчен хĕвел тухăç енне — 70 çухрăма. Район администрациĕ Шупашкартан 97 çухрăмра ларакан Куславкка хулинче вырнаçнă.

Район лаптӑкӗнче «Кайӑк вӗҫевӗ» ту вырнаҫнӑ.

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 26,6 пин çын пурăннă, çав шутра 12,9 пин (48%) — хулара, 13,7 пин (52%) — ялсенче. Района пурĕпе 67 ял кĕрет, ялта ватамран 222 çын пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 53,2 çын пĕр км2 çине. Мĕнпур халăх шутĕнчен 70% ытла — чăвашсем.

1979 çулта ял çыннисен шучĕ 31,3 пине, 1989 çулта — 27,1 пине çитнĕ.

Хула çыннисем Куславккара пурăнаççĕ.

Паллă çыннисем

Культура

Куславкка районӗнче «Кайӑк вӗҫевӗ» туристсен кану бази пур. Вӑл Атӑл хӗрринче, Чӑваш Республикинчи чи ҫӳллӗ вырӑнта (190 метр ҫӳллӗшӗнче) вырнаҫнӑ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем