Кайӑк вӗҫевӗ (ту)
Кайӑк вӗҫевӗ (выр. Птичий полёт) — Куславкка районӗнчи ҫӳллӗ вырӑн, сӑмсах. Ку вырӑн Чӑваш Республикинчи Атӑл хӗрринчи чи ҫӳллӗскер шутланать — тинӗс шайӗнчен 190 метрта вырнаҫнӑ[1].
Сӑмсах ҫине Шупашкартан тата ытти вырӑнтан халӑх йышлӑ курма ҫӳрет, ятарлӑ экскурси турӗсем те ирттереҫҫӗ.
Этимологи
Ятне халӑх панӑ. Ҫӳллӗ вырӑнтан тавралӑх кайӑк вӗҫевӗнчен уҫӑлнӑ пекех курӑннӑран ҫапла ят панӑ[2].
Сӑнласа пани
Ку сӑмсах, Атӑл шывӗ хӗрринче, Куславкка районӗнчи Ҫӗнӗ Сала ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ун тӑрринчен Атӑла тата Енӗшӗн кивӗ шыв ҫулне курма пулать[3]. Ҫавӑн пекех кунтан Хусан затонне, Илет шывӗ сарӑлнине тата Мари Элти вӑрмансене курма пулать[4].
Вырӑнти халӑх кунта туйсем ирттерет, ҫавӑн пекех ҫара ӑсатнине тата юлашки шӑнкӑрава паллӑ тӑваҫҫӗ. Туйсем ирттернине, тӗслӗхрен, инҫе мар вырнаҫнӑ декоративлӑ кӗпер ҫинчи ҫӑрасемпе йышлӑ вырнаҫнипе палӑртма май пур[2].
Кайӑк вӗҫевӗнчен Атӑл патне анмалли сукмак пур. Чи ҫӳллӗ вырӑн патӗнче вӑл сӗвек, Атӑл патне ҫывхарнӑ май чӑнкӑланса пырать[5].
Ҫӳллӗ вырӑн пулнӑ май ку вырӑнта ҫил вӑйлӑ[5]. Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен ку вырӑна парапланеристсем кӑмӑллаҫҫӗ, уйрӑмах Хусанти парапланер клубӗнчисем.
Тавралӑха сӑнамалли площадка
Кайӑк вӗҫӗвӗ сӑмсах ҫинче тимӗртен тунӑ хапха вырнаҫтарнӑ, ун ҫинче чуччу пур. Ку тавралӑха сӑнамали площадкӑна пырса каймашкӑн укҫа тӳлемелле мар[5]. Ҫавӑн пекех площадка ҫинче тимӗрпе бетон плитисенчен Чӑваш Республикин ялавӗпе гербӗ ҫинче сӑнланнӑ Пурнӑҫ йывӑҫҫи эрешне хатӗрленӗ[3].
Эреш варринче тимӗртен ӑсталанӑ шар пур, ун ҫинче паллӑ хуласем ҫак вырӑнтан мӗнле инҫӗшре вырнаҫнине кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, Хусан 97 ҫухрӑмра, Мускав 743 ҫухрӑмра вырнаҫнине палӑртнӑ[3].
Чуччу ҫинче халӑх йышлӑ ярӑнать. Ӑна сарлака та ҫирӗп тунӑ[3].
Тыткӑна лекнисен лагерӗ
Хӑй вӑхӑтӗнче кунта тыткӑна лекнисен производство лагерӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тыткӑна лекнӗ нимӗҫсем, венгрсем, итальянсемпе румынсем ку тӑрӑхра чул кӑларнӑ. Вилнисене Куславкка хулин масарӗнче пытарнӑ[3]. Пурӗ 700 патнелле тыткӑна лекнӗ салтака кунта пытарнӑ. Ют ҫӗршывран хӑйсен тӑванне асӑнма килнӗ хӑнасем Кайӑк вӗҫевӗ сӑмасах ҫине те кайса килеҫҫӗ[1].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- Кайӑк вӗҫевӗ (туристсен бази) — вӑл ҫакӑнтах, юнашар вырнаҫнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ритта Кириллова. Полет над старым руслом (выр.). Советская Чувашия (27 авӑнӑн 2012).
- ^ 1, 2 9 мест в Чувашии, которые должен увидеть каждый ее житель (выр.). Мой город. Онлайн (9 авӑнӑн 2018).
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Happy_summer. Потрясающей красоты место в Чувашии! (выр.) (7 утӑн 2023).
- ^ Смотровая площадка «Птичий полет» (выр.). Чувашия - Чудо Чудесное.
- ^ 1, 2, 3 Annetta_M21. Красивая точка Чувашии, стоящая посещения. Как добраться до мыса Птичий полет в Козловском районе (выр.) (22 пушӑн 2024).