Кайӑк вӗҫевӗ (туристсен бази)
Кайӑк вӗҫевӗ (выр. Птичий полёт) — Чӑваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ туристсен бази. Вӑл Куславкка районӗнчи Ҫӗнӗ Сала ялӗ ҫывӑхӗнче, Куславккаран пилӗк ҫухрӑмра, вырнаҫнӑ.
Этимологи
«Кайӑк вӗҫевӗ» ята туристсен бази ҫывӑхра вырнаҫнӑ пӗрешкел ятлӑ ҫӳллӗ вырӑнтан илнӗ. Унпа ҫуммӑнах Кайӑк вӗҫевӗ сӑмсах пур, унӑн ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 190 метр ытла.
Сӑнласа пани
Ку кану базинчи ҫуртсем вырӑнне монголсен юрттисемпе усӑ курнӑ, пурӗ вӗсен шучӗ — тӑххӑр (вӗсенчен тӑваттӑшӗ — мангалпа). Унсӑр пуҫне кунта шатер евӗрлӗ юртта та пур — унта пысӑк йышпа пӗр-пӗр паллӑ куна палӑртма пулать. Кану базине кӗмелли хапхана та азири культура евӗр хатӗрленӗ. Эрешӗсене хӑйсемех ӑсталанӑ — копиленӗ чухне юрттӑсем тӑвакан савутрисем хатӗрлекеннисем ҫине пӑхса илнӗ[1].
Юрттӑсенче кроватьсене хӳме хӗррипе вырнаҫтарнӑ, сивӗ вӑхӑтра ӑшӑтмашкӑн тимӗр кӑмака пур. Ҫавӑн пекех юрттӑсенче электричество пур. Хӑнасене туристсен бази сивӗсем киличченех йышӑнать[1].
Ачасем валли вылямалли лаптӑк йӗркеленӗ. Ҫуралнӑ куна паллӑ тӑвакансемшӗн скидкӑсем пур[2].
Турбаза хуҫи
Туристсен базине уйрӑм ҫын укҫипе йӗркеленӗ. Ҫакнашкал евӗр кану базине йӗркелес шухӑш Иван Тебакова пырса кӗнӗ. Хӑй вӑл, чӑваш пулин те, ҫирӗм ҫул ытла Раҫҫейпе Монголи йӗркеленӗ сӑрт-ту промышленноҫӗ енӗпе ӗҫлекен предприятие ертсе пынӑ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл монголсен культурипе кӑсӑкланса кайнӑ та[1].
Иван Тебаков гольфпа кӑсӑкланать. Гольф клюшкине пӗрремӗш хут вӑл Монголире алла илнӗ, унтанпа самай ӑсталанса ҫитнӗ. Ҫавна май туристсен базине канма килекенсем валли те гольфла вылямалли лаптӑк ӑсталанӑ[1].
Хуҫисем Атӑл хӗрринче пляж йӗркелес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсен ку вырӑнта сӑрт-ту курортне уҫас шухӑш та пур[3].
Мӗнле ҫитмелле
Чи малтан Куславкка хулине ҫитес пулать, хуларан хӗвеланӑҫ еннелле тухса Пилешкасси еннелле пӑрӑнмалла та унта кӗмесӗр Ҫӗнӗ Сала таран каймалла. Асфальт ҫул Ҫӗнӗ Сала ял таранах илсе ҫитерет. Ку ял пысӑках мар, унта мӗнпурӗ те икӗ-виҫе ҫурт пур.
Ҫул Кайӑк вӗҫевӗ сӑмсах патне илсе ҫитерет. Туристсен бази унпа ҫуммӑнах вырнаҫнӑ, 200-300 метр кӑна утмалла.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Вероника Павлова, Виктор Степанов. Уроженец Козловского района построил в Чувашии монгольские юрты для туристов (выр.). Вести.Чувашия (26 ҫурлан 2021).
- ^ Посетите Базу отдыха "Птичий полет", которая находится на холме возле реки Волга (выр.). «Про город» портал (27 ҫӑвӑн 2017).
- ^ 9 мест в Чувашии, которые должен увидеть каждый ее житель (выр.). Мой город онлайн (9 авӑнӑн 2018).
Каҫӑсем
- 9 мест в Чувашии, которые должен увидеть каждый ее житель (выр.). Мой город онлайн (9 авӑнӑн 2018).