Шӑмалак

Шăмалак (выр. Шемалаково) — Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи ял.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Упикасси (Красномайская), Тукас (Кошкинсен), Чечек, Чиркӳ касси (Денисовсен), Турчка касси (Кооператив), Сад, Аслӑ, Пионер, Яманчурел касси, Туйракас (Дубравская), Ҫӗнӗ кас (Çамрăксен), Вăрманкас, Родионовсен урамĕсем.

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 524 çын, çав шутра 248 арçын, 276 хĕрарăм пурăннă[2].

Тавралăхĕ

Шӑмалак ялӗ Елчӗк районӗн кӑнтӑр пайӗнче, Хырла юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Район центрӗнчен 30 ҫухрӑмра, Шупашкартан 190 ҫухрӑмра, Канашран 100 ҫухрӑмра.

Шӑмалак ялне вӑрман варринче йывӑҫсене кӑкласа-хӑртса пуҫарса янӑ. Ял йӗри-тавра вӑрмансем - Шӑмӑршӑ вӑрманӗн тӑсӑмӗ, Ҫатра хӑва, Ҫӑкалӑх хӑва, Сӑр хӑви, Тӗме хӑви. Ял витӗр Шӑмалак ятлӑ пӗчӗк юханшыв юхса иртет, Хырлана юхса кӗрет. Таврара Аслӑ мӑшӑр, Кӗҫӗн мӑшӑр кӳлӗсем, Идут, Тимӗрҫӗ, Ферма, Масар, Плотина пӗвисем пур. Тавралӑхри ӳсентӑран пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе 1981 ҫулта «Шӑмалак ландшафчӗ» ҫутҫанталӑк палӑкӗсен комплексне йӗркеленӗ.

Кӳршӗллӗ ялсем: Яманчурел, Энтепе, Начар Упи, Тӑмпаел, Хыркасси.

Кун-çулĕ

Шӑмалак ялне XVII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче хальхи Куславкка районӗнчи Шӑмалӑх ялӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

1719 ҫулта ялта 9 кил, 30 ҫын шутланнӑ. 1748 ҫулта 139 тӗне кӗмен арҫын шутланнӑ. 1797 ҫулта — 52 кил, 298 ҫын, 146 арҫын, 152 хӗрарӑм; 1858 ҫулта — 35 кил, 336 ҫын, 175 арҫын, 161 хӗрарӑм; 1897 ҫулта — 105 кил, 648 ҫын, 312 арҫын, 336 хӗрарӑм; 1913 ҫулта — 150 кил, 901 ҫын, 454 арҫын, 447 хӗрарӑм; 2004 ҫулта — 233 кил, 706 ҫын; 2007 ҫулта — 228 кил, 674 ҫын.

1918 çулччен Хусан кӗпӗрнинчи Пӑва уесӗн Кайпӑҫ вулӑсне, унтан Хусан кӗпернинчи Пӑва уесӗн Тӑмпаел вулӑсне кĕнĕ. 1918-1927 ҫулсенче Шӑмалак вулӑсӗн центрӗ пулнӑ.

Паллӑ ҫынсем

Шӑмалак ялӗн хисеплӗ ҫыннисем

«Шӑмалак ялӗн хисеплӗ ҫынни» хисеплӗ ята пуҫласа 2018 ҫулхине пӗрремӗш хут ирттернӗ ял уявӗнче панӑ. Хисеплӗ ята тивӗҫнисене «Шӑмалак ялӗн хисеплӗ ҫынни» хӗрлӗ хӑю тата асӑнмалӑх парне тивӗҫет. Хисеплӗ ята пуҫласа тивӗҫнисем: Сидорова Лидия Константиновна вӑрҫӑ ветеранӗ, Шупашкарти «Кӗрӗк» фабрикӑна никӗсленӗ Тарасов Михаил Иванович, Шупашкарти «Промтрактор» заводӑн генеральнӑй директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Филиппов Виталий Владимирович, 30 ҫул ытла Шӑмалакри библиотекӑра ӗҫленӗ Чернов Фёдор Семёнович.

Сӑнсен пуххи

Категорисем