Изекеев Валерий Васильевич
Ҫын пирки | |
Изекеев Валерий Васильевич | |
Çуралнă вăхăт | 6.10.1960 (63 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
Изекеев Валерий Васильевич (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1960 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑмалак вӑтам шкулне (1978) вӗренсе пӗтернӗ. 1980-1982 ҫулсенче СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче хӗсметре тӑнӑ. Ҫар хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ (1985). 1985-1988 ҫулта Улатӑрти вӑрман комбинатӗнче вӑрман культурисен ӑсти, участковӑй техник-вӑрманҫӑ, лесничий пулӑшуҫи пулса вӑй хунӑ. Производствӑран уйрӑлмасӑр М. Горький ячӗллӗ Мари политехника институтӗнче вӗренӗве малалла тӑснӑ, вӑрман хуҫалӑхӗн инженерӗн квалификацине илнӗ (1992). 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Вӑрман хуҫалӑхӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн аппаратне вӑрман сыхлавӗн тата патшалӑх тӗрӗслевӗн уйрӑмне ӗҫлеме йышӑннӑ, 1997 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑрман сыхлавӗн, вӑрмана хӳтӗлекен тата общественноҫпа ҫыхӑну тытакан пай пуҫлӑхне лартнӑ. Вӑрман отраслӗнче реформӑсем туса ирттернӗ май 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикинчи Вӑрман хуҫалӑхӗн агентствин вӑрмана сыхлассипе тата хӳтӗлессипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхне лартнӑ, 2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен – Чӑваш Республикин Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин вӑрман фондне сыхлассипе тата хӳтӗлессипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхне. 2017-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен – Чӑваш Республикин Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ «Вӑрман сыхлавӗ» хысна учрежденийӗнче директор ҫумӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2020);
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑ;
- «Раҫҫейри вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерациийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерациийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑхӗн агентствин Хисеп хучӗ;
- Федерацин Атӑлҫи Федераци округӗн патшалӑх тӗрӗслев департаменчӗн Хисеп хучӗ;
- Чӑваш Республикин Вӑрман хуҫалӑхӗн агентствин Хисеп хучӗ;
- Чӑваш Республикин Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп хучӗ;
- «Раҫҫей МЧСне XX ҫул» МЧС медалӗ;
- «Тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» МЧС медалӗ;
- «Раҫҫей МЧСне XXV ҫул» МЧС медалӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь . — Новое время, 2023. — С. 157—158. — 168 с.
Каҫӑсем
- Юпан 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1960 ҫулта ҫуралнисем
- Елчĕк районĕнче çуралнисем
- РУВИКИ:РУВИКИ.Даннӑй элеменчӗ ҫине кӑтартакан вырӑсла алӑ пусман статьясем
- РУВИКИ:Ӳкерчĕксĕр статьясем (РУВИКИ.Датӑра кăтартнă: P18)
- Шӑмалакра ҫуралнисем
- Елчӗк районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем
- Шӑмалак шкулӗнче вӗреннисем
- Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче вӗреннисем