Музыкантова Валентина Ивановна
Музыкантова Валентина Ивановна (ҫур. 1948 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ, Аслă Елчĕк, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чӑваш театрпа кино актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки (1984), Чӑваш Республикин халӑх артистки (2004).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Республикин культура училищин театр уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1971 ҫултанпа – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн актриси. Радио-тата телепостановкӑсене хутшӑннӑ, Чӑваш радиопа телекурав дикторӗ пулнӑ. 1980 ҫултанпа — «Сувар» ансамблӗн концерт программисене ертсе пыраканӗ.
Тӗрлӗ планлӑ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Чи лайӑх ӗҫӗсем: Катерина («Аслати», А. Островский), Галя («Телейлӗ пулãр», В. Розов), Анка («Ҫӗнӗрен ҫуралнисем», Н. Терентьев), Савтепи («Таната», Хв. Уяр), Зоя Савельевна («Пӑва ҫулӗ ҫинче», А. Талвира), Хветура («Ҫӗпӗр дивизийӗ», Н. Терентьев), Салампи («Салампи», А. Артемьев), Орсина графиня («Хитре пуличчен телейлӗ пул» (Эмилия Галотти) Г.-Э. Лессинг), Васена («Карчãксем качча каяҫҫӗ», Ф. Буляков), Фея («Кӗмӗл пушмак», А. Спадавеккиа), Аннушка («Хура кÿлӗ вăрттăнлăхӗ», Е. Н. Борисова), Валя («Чӑн телей юратура», А. Пӑртта) т. ыт. те.
Театрпа Тутарстан тата Пушкӑртстан республикисенче, Чӗмпӗр, Самар, Ӗренпур облаҫӗсенче, Мускав, Питӗр, Чӗмпӗр, Димитровград, Хусан, Анат Кама, Ӗпхӳ тата ытти хуласемпе чӑвашсем йышлӑ пуранакан регионсенче, Чӑваш Республикинчи ялсемпе хуласенче гастрольсенче пулнӑ[1].
Ҫемье
Мӑшӑрӗ — Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Анатолий Музыкантов.
Хӗрӗ — чӑваш эстрада юрӑҫи Ирина Музыкантова.
Чӑваш АССР халӑх художникӗн Владимир Иванович Агеевӑн йӑмӑкӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Народная артистка Чувашской Республики Валентина Музыкантова отмечает юбилей (выр.). Лента новостей Чувашии (Чӳк 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Лица. Артисты. Музыкантова В. И. (выр.). Театр юного зрителя им. М. Сеспеля. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ О присвоении почетного звания «Народный артист Чувашской Республики» Музыкантовой В.И. (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (15 юпан 2004). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ О присвоении почётного звания «Народный артист Чувашской Республики» Музыкантовой В.И. от 15 октября 2004 - docs.cntd.ru. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вастулова, В. Халӑх юратакан артистка / В. Вастулова // Елчӗк ен. — 2013. — 27 чӳк. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Журавлев, С. Валентина Ивановна Музыкантова / С. Журавлев // Самант. — 2009. — № 12. — С. 15-16.
- Изман, А. Юратма юратакан Валентина Музыкантова / А. Изман // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2018. — 29 чӳк (№ 47). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Кириллова, В. «Артист — мӗн ачаран ҫунатланнӑ ӗмӗтӗм» / В. Кириллова // Елчӗк ен. — 2019. — 21 ҫурла (№ 63). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем ; 24 ҫурла. — С. 3.
- Кириллова, В. Сцена ҫинче 50 ҫула яхӑн / В. Кириллова // Елчӗк ен. — 2018. — 21 чӳк. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Малышкин, Н. Ф. Музыкантова Валентина Ивановна / Н. Ф. Малышкин // Елчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем / Н. Ф. Малышкин. — Ҫӗрпӳ, 2000. — С. 86-87.
- Музыкантова, В. И. Асамлӑ юмахри пике / В. И. Музыкантова ; Л. Сачкова ҫырса илнӗ // Тӑван Атӑл. — 2006. — № 10. — С. 143-146.
- Музыкантова, В. «Куракансен чун-чӗрине тыткӑнлас килет» / В. Музыкантова ; А. Юрату ҫырса илнӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2000. — 9 авӑн. (№ 36). — С. 3.
- Музыкантова, В. Пулас мӑшӑрӗ те сӑмах хушма хӑюлӑх ҫитереймен / В. Музыкантова ; М. Тумаланова ҫырса илнӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2013. — 7 раштав (№ 48). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Музыкантова, В. Театрти Салампин мӑнук та пур / В. Музыкантова ; Р. Власова ҫырcа илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2000. — 28 кӑрлач (№ 4). — С. 12.
- Музыкантова, В. Тӗкӗр тӗнчинче ҫитӗннӗ талант / В. Музыкантова ; Л. Сачкова [ҫырса илнӗ] // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 11. — Прил.: с. 26-33 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Музыкантова, В. И. Чӑваш халӑх артистки Валентина Музыкантова: Каялла ҫаврӑнса пӑхсан… / В. И. Музыкантова // Ҫамрӑксен театрӗ. — 2013. — № 15. — С. 5 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Кириллов, Г. В. Музыкантова Валентина Ивановна / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 156.
- Малышкин, Н. Ф. Музыкантова Валентина Ивановна / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 226.
- Музыкантова Валентина Ивановна // Чувашская Республика. Яльчикский район. — Чебоксары, 2005. — С. 97.
- Музыкантова, В. «Я робкая и стеснительная» / В. Музыкантова ; беседовала А. Любимова-Юрату // Чебоксарские новости. — 2000. — 15 июля. — С. 4.