Иванов Николай Петрович
Иванов Николай Петрович (1904 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Елчĕк, Q39049738?, Сĕве уесĕ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1959 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Теччĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ, Тӗп фронтӑн 13-мӗш ҫарӗнчи артиллерипе кӗрекен 4-мӗш артиллери корпусӗн 12-мӗш артиллери дивизийӗн 32-мӗш гаубица артиллерийӗн бригадин 872-мӗш гаубица артиллерийӗн полкӗн командирӗ, майор.
Пурнӑҫӗ
1904 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Теччӗ уесӗнчи Кӗҫӗн Елчӗк ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Елчӗк районне кӗрекен Елчӗк ялӗ) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1927 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС членӗ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Тутар АССР-ӗнчи Теччӗ хулинче иртнӗ. 1923 ҫулта вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ, 1924–1925 ҫулсенче Чулман Атӑлпа Устье комсомолӑн вулӑс комитетӗн секретарӗнче, вулӑс Канашӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ. 1926–1927 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӗсметре тӑнӑ, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн (Тутарстанри) Пӑва хулинче кантон Канашӗн ӗҫтӑвкомӗнче инструкторта, 1931 ҫултанпа вара Тутар АССР-ӗн Ҫӗр ӗҫӗн халӑх комиссариачӗнче ӗҫленӗ.[1][2]
1934 ҫулта Тутар АССР-ӗнчи Теччӗ районӗн ҫар комиссариачӗ ӑна тепӗр хут Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ, вӑл кадровый ҫар ҫынни пулса тӑнӑ.[3] Команда йышне лайӑхлатакан курсран вӗренсе тухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫапӑҫӑвӗсене 1943 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа хутшӑннӑ.[1]
Тӗп, Беларуҫ, 3-мӗш Балтикаҫум, Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсен ҫарӗсен йышӗнче ҫапӑҫнӑ.[3][4] Курск тата Днепр (1943) патӗнчи ҫапӑҫусене, Украинӑпа (1943–1944) Польшӑна (1944) ирӗке кӑларас ӗҫе, Берлин тата Прага тапӑну операцийӗсене (1945) хутшӑннӑ.[4][5] Вӑрҫӑ хыҫҫӑн 1-мӗш Инҫет Тухтӑҫ фронтӗнче совет-япон вӑрҫине хутшӑннӑ.[3][6]
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн малалла ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1947 ҫулта Ф. Э. Дзержинский ячӗллӗ Ҫар академийӗ ҫумӗнчи Аслӑ офицерсен академи курсне вӗренсе пӗтернӗ.[1][3] 1954 ҫултанпа Иванов Н. П. полковник — запасра. Теччӗ хулинче (халӗ Тутарстан Республики) пурӑннӑ.[1]
1959 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче вилнӗ. Хусанти Арча масарӗнче (кӑнтӑр енчи алӑк, Тӗп аллея вӗҫӗ, сылтӑм енче) пытарнӑ.[5]
Паттӑрлӑхӗ
872-мӗш гаубица артиллерийӗн полкӗн командирӗ (Тӗп фронт, 13-мӗш ҫар, сирпӗтсе кӗрекен 4-мӗш артиллери корпусӗ, сирпӗтсе кӗрекен 12-мӗш артиллери дивизийӗ, 32-мӗш гаубица артиллерийӗн бригади) Николай Иванов майор 1943 ҫулхи утӑн 5–6-мӗшӗсенче Курск пӗккинчи ҫапӑҫусенче Орёл облаҫӗнчи Кӗҫӗн Архангельск районӗнчи Протасово ялӗ патӗнче совет ҫарӗсен пемелли позицийӗсем патне ҫурса кӗнӗ гитлеровецсен ултӑ танк атакине полк батарейисемпе ӑста сирсе яма йӗркеленӗ.[1]
Ҫапӑҫу пынӑ икӗ кун хушшинче Н. П. Иванов майора шанса панӑ 872-мӗш гаубица артиллерийӗн полкӗ вун сакӑр танка тӗп тунӑ, тӑшманӑн артиллерипе миномётсен сакӑр батарейине пусарнӑ.[1]
Хисепӗсем
- Артиллери полкне ӑста ертсе пынӑшӑн, нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Иванов Николай Петрович майора Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (1083 №-лӗ) парса чысланӑ.[1][7]
- Ҫавӑн пекех виҫӗ хут Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 3-мӗш степеньлӗ Суворов, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.[3]
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Иванов Николай Петрович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Иванов Николай Петрович. slava-dan.tatarstan.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Иванов Николай Петрович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Иванов Николай Петрович. tatarica.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Иванов Николай Петрович. cemetery.kzn.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Иванов, Николай Петрович. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Иванов Николай Петрович. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- В. М. Михайлов, Чувашская энциклопедия.
- Ханин Л. Герои Советского Союза — сыны Татарии. К., 1963.
- Наши земляки — Герои Советского Союза. Чебоксары, 1980.
Каҫӑсем
Иванов Николай Петрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра