Сергеева Юлия Сергеевна

Сергеева Юлия Сергеевна (1900 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ, Елчĕк, Теччӗ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1949 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Мускав, СССР) — чăвашран тухнă чи малтанхи ӑсчах-врач, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1948)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1900 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мешӗнче Теччӗ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи) Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ.

Медицина наукисен докторӗн ученӑй степеньне илнӗ пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗ. 1927 ҫулта Хусан патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1929—1932 ҫулсенче Елчӗк район пульницинче врач пулса ӗҫленӗ. 1936—1941 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн эксперимент медицинин Пӗтӗм Союзри институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, эксперимент терапийӗпе невропатологин аслӑ консультанчӗ пулнӑ. Инҫет Тухӑҫри, Японири, Порт-Артур хулинчи, Квантун тата Ляодун ҫурутравӗсенчи экспедицисене хутшӑннӑ, Австрире, Чехословакире тата Польшӑра нейроинфекцисен, энцефалитӑн ҫӗнӗ формисене тӗпчес ыйтусемпе семинарсене хутшӑннӑ.

5 ӑслӑлӑх академи кӑларӑмӗ, «Инҫет Тухӑҫ нефрозонефритечӗ ҫумӗнчи нерв тытӑмӗн структурӑллӑ-функциллӗ улшӑнӑвӗ» монографи авторӗ, СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн ӑслӑлӑх сессийӗсенче хутшӑннӑ. Унӑн тӗпчев материалӗсем учебниксене, медицина энциклопеди словарӗсене кӗнӗ[1].

Ăслăх ĕçĕсем

  • «Структурно-функциональное изменение нервной системы при дальневосточном неврозонефрите» (1948)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Г. А. Алексеев. Сергеева Юлия Сергеевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Молодова, Л. Ӑслӑ йӑхран ӑс-тӑн ҫухалмасть / Л. Молодова // Елчӗк ен. — 2012. — 3 ҫу. — С. 3;
  • Юмарт, Г.Ҫеҫпӗлпе пӗрле / Г. Юмарт // Пике. — 1996. — № 5-6. — С. 26-27;
  • Алексеев, Г. А. Сергеева Юлия Сергеевна / Г. А. Алексеев // Выдающиеся медики Чувашии / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 2013. — С. 96-98;
  • Алексеев, Г. А. Сергеева Юлия Сергеевна / Г. А. Алексеев // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 368;
  • Алексеев, Г. А. Сергеева Юлия Сергеевна / Г. А. Алексеев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 663;
  • Алексеев, Г. А. Юлия Сергеевна Сергеева. 1900-1949. Под микроскопом — клещи-вирусоносители / Г. А. Алексеев // Врачи. — Чебоксары, 2010. — С. 209-214 : фот.;
  • Сергеева Юлия Сергеевна // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 335.