Фёдорова Алина Никифоровна

Фёдорова Алина Никифоровна (сцена ҫинчи ячӗ — Алина Фёдорова, ҫур. 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ, Сарплат, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

«Эстрада артисчӗсен союзӗ» Чӑваш Республикинчи общество организацийӗн ертӳҫи[1]. Чӑваш Республикинчи Ҫыравсӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Сарплат ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

1997 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин вокал уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ, Кондратьев Станислав Алексеевич профессор класӗнче вӗреннӗ. Заводра ӗҫленӗ, пултарулӑх ушкӑнне ҫӳренӗ. Ушкӑна ертсе пынӑ капелла артистки Зоя Шувалова вӗренме кайма сӗннӗ[2].

Вӗреннӗ хушӑрах заводра та ӗҫленӗ. Виҫҫӗмӗш курсра Раҫҫей Федерацийӗн халах артисчӗ Морис Николаевич  Яклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх академи капеллине ӗҫе вырнаҫнӑ, хорта юрланӑ[2].

2009—2012 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе культуролог специальнӑҫне алла илнӗ.

1990 ҫулсен варринче эстрада сцени ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать.

undefined

Пултарулӑх

1993 ҫулта училищӗре вӗренме пуҫласан «Чӑваш ен кӗввисем» (Ритмы Чувашии) фестиваль-конкурсра ҫӗнтернӗ[2].

2000 ҫулта Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче хӑйӗн пӗрремӗш харпӑр концертне ирттернӗ[2].

Хӑйӗн юррисен сӑмахӗсене ытларах хӑй ҫырать, Катя Петрова юрӑҫӑ кӗвӗлет. Ытти юрӑҫсене те сӑвӑсем хайласа парать[2].

«Юрӑ — чун уҫҫи», «Хӗрарӑм телейӗ» альбомсем кӑларнӑ[3].

Репертуарӗнчи юрӑсем: «Кӑвак куҫусем», «Кӗтетӗп сана», «Саврӑм сана, сарӑ каччӑ», «Ҫилпеле», «Пурнӑҫ ани анлӑ», «Калаймарӑн», «Килчӗ юрату», «Сарӑ хӗр ҫӳрет», «Чӗнет пире юрату», «Ҫуркунне е кӗркунне», «Кӗлленнӗ юрату», «Савӑнатӑп туссемпе», «Санпа пӗрле», «Ҫӗнӗ юрату», «Эп тӗл пултӑм сана»[4] тата ыттисем те.

Ытларах Денис Пугачпа дуэтпа юрлать: «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет», «Санран хакли ҫук», «Уйӑх», «Юратать — юратмасть», «Сан валли», «Тепӗр хут юрату ҫинчен», «Юратнӑ Шупашкар», «Ай-яй-яй», «Юрату турри»[4] тата ыттисем.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2025)[5];
  • Пӗтӗм Раҫҫейри «РСФСР — Музыка наших городов» хит-парад ҫӗнтерӳҫи (2023);
  • Людмила Зыкинана асӑнса ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи (2023).

Ҫемье

  • Ывӑл ҫитӗнтернӗ.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • 2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче никӗсленнӗ «Эстрада артисчӗсен союзӗ» Чӑваш Республикинчи общество организацийӗн ертӳҫи. Пӗрлӗхе туса хунӑранпах ертсе пырать[6].
  • Чӑваш наци конгресӗн правленийӗн пайташӗ.
  • Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[7].
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Творческие союзы и объединения Чувашской Республики (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Алина Фёдорова, певица (выр.). Мосентеш (9 нарӑсӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  3. ^ Алина Федорова (выр.). Shazam. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Алина Фёдорова (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  5. ^ Глава Чувашии наградил 11 жителей республики государственными наградами (выр.). Сетевое издание «право21.рф» (20 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  6. ^ ЧРОО «Союз артистов Чувашии» (выр.). www.audit-it.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  7. ^ Творческий вечер Алины Фёдоровой: радость, вдохновение и море музыки (выр.). Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики (25 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  8. ^ Певцы и танцоры вызвались помочь (выр.). www.grani21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем