Клементьев Валерий Леонидович

Валерий Леонидович Клементьев (ҫур. 1965 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ, Пупăлькасси, Eтĕрнe районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи, общество ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2012), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2017)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1965 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулта Тури Ачакри 8 ҫул вӗренмелли шкултан, икӗ ҫултан Хучашри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.

1983—1985 ҫулсенче Германи территоринче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Ҫар хыҫҫӑн Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшри культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. IV курсра «Ҫавал» ансамбльте ӗҫленӗ.

1994—1997 ҫулсенче Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторин вокал уйрӑмӗнче вӗреннӗ. «Аншлаг 94» концерт организацийӗнче ӗҫленӗ. Сарӑтури «Ентеш» чӑваш автономийӗн председателӗ пулнӑ.

2018 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн аспирантурине (философи, этика тата тӗн вӗрентӗвӗ енӗпе) вӗренсе пӗтернӗ.

2013—2021 ҫулсенче «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн Ӗҫтӑвкомӗн председателӗн тата пӗрремӗш вице-президенчӗн тата должноҫне йышӑннӑ, 2021 ҫултанпа — ЧНК президенчӗ[2]. 2018—2022 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулнӑ[3][4].

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Етӗрне районӗнчи «Садовое» вырӑнти парти уйрӑмӗн секретарӗ[5]. 2016 ҫулта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 6-мӗш суйлавне кандидат пулса хутшӑннӑ.

Пултарулӑх

Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Алтар ҫӑлтӑр», «Ах, тӑванӑм, тӑван», «Сансӑр пурнӑҫ ҫук», «Тӑлӑх пурнӑҫ», «Шӑпчӑк», «Эс кӗтетӗн-и, чун савни, мана?», «Атте», «Ӑшшӑн тав тӑватӑп», «Сар пикем, хӗр-пикем», «Хитре хӗр», «Ҫуркунне», «Ах, савни, савниҫӗм», «Палан ҫырли», «Сарӑ хӗр», «Ҫурхи вӑрманта», «Чӑваш пикисем»[6], «Хӗллехи каҫ», «Эсӗ пӗлсем», «Астӑватӑн-и е мантӑн?», «Шурӑмпуҫ килет», «Ай-хай, тӑвансем», «Ӗмӗр пӗрле пурӑнар»[7].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Н. С. Головина. Клементьев Валерий Леонидович (выр.). Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ Президент Чувашского нацконгресса и его заместитель поменялись местами (выр.). Аргументы и факты — Чувашия (24 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  3. ^ Клементьев Валерий Леонидович - Директор Чувашского государственного театра оперы и балета - Биография(паллӑ мар). rus.team. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  4. ^ Минультуры Чувашии ищет нового директора театра оперы и балета (выр.). www.grani21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  5. ^ Клементьев Валерий Леонидович (выр.). Единая Россия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  6. ^ Валерий Клементьев (выр.). Чăваш медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  7. ^ Клементьев?ysclid=mmyprr0mma310942426 Валерий Клементьев (выр.). https://zvu4no.org/tracks. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Клементьев, В. «Тымарсӑр йывӑҫ хӑрать» : [ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев юрӑҫпа калаҫни] / В. Клементьев ; А. Юрату ҫырса илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2015. — 18 ҫӗртме (№ 24). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Клементьев, В. Чӑвашлӑх туйӑмне хӑват парса ӗмӗр пӗрле пурӑнар! : [Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш заместителӗпе Валерий Клементьевпа калаҫни / В. Клементьев ; В. Багадерова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2017. — 23 ҫӗртме/июнь. — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк ; Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2017. — 22 ҫӗртме/июнь (№ 1). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Клементьев, В. Шӑпа тени яланах пуҫран шӑлмасть : [Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Валерий Клементьевпа калаҫни / В. Клементьев ; А. Юрату ҫырса илнӗ] // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015. — 10 июль/утӑ (№ 3). — С. 19 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Театрта — ҫӗнӗ ертӳҫӗ : [Чӑваш патшалӑх операпа балет театрӗн ертӳҫи Валерий Клементьев ҫинчен] // Хыпар. — 2018. — 21 авӑн/сентябрь. — С. 16.
  • Головина, Н. С. Клементьев Валерий Леонидович / Н. С. Головина. // Чувашская энциклопедия.
  • Казакова, Е. Кузнец своего счастья : [об эстрадном певце Валерии Клементьеве] / Е. Казакова // Знамя труда (Ядринский р-н). — 2007. — 5 дек. — С. 5.
  • Кузьмин, Д. В. Клементьев Валерий Леонидович / Д. В. Кузьмин, Р. В. Волкова // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2015. — Т. 1 : А-О. — С. 250.

Темӑпа ҫыхӑннисем