Христофоров Иван Иванович

Христофоров Иван Иванович (сцена ҫинчи ячӗ — Иван Христофоров, 1935 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Пӑва, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2018 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей юрӑҫи, лирикӑллӑ тенор[1].

Чăваш АССР тава тивӗçлӗ артисчӗ (1975), Чăваш Республикин чăваш халăх артисчӗ (1992)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1935 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Елчĕк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 5 хĕрпе 2 ывăл пăхса ӳстернĕ.

Мариупольте вырнаçнă мусăк училищинче вĕреннĕ, анчах та вĕренсе пĕтермен. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗнче (1961–1965), Чăваш патшалăх филармониӗн «Çавал» ансамблӗнче (1965–1968), Чăваш радиовӗпе телекурав хорӗнче (1968–1992) юрланă[1].

Пӗччен, дуэтпа, квартетпа юрласа ҫыртарнӑ 500 ытла юрӑ упранать Чӑвашрадио фондӗнче. Вӑл Г. Дмитриева, А. Куликов, З. Колесникова, Т. Гурьева, А. Ильин, А. Орлов тата ытти юрӑҫсемпе пӗрле юрланӑ. Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Михаил Михайлов баянист унӑн аккомпаниаторӗ(выр.)чăв. пулнӑ.

2018 çулхи çу уйăхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Сывпуллашу Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртнӗ, 5-мӗш масарта (Явӑш) пытарнӑ[2].

undefined

Ҫемье

  • Икӗ хӗрпе пӗр ывăл ӳстернӗ.
  • Иккĕмĕш мăшăрӗ — Юлия Михайловна. Ывăлӗ, Ваня, иккӗмӗш мăшăрӗнчен.
  • Иван Христофоров (кӗҫӗнни) те чӑваш эстрадин юрӑҫи.
  • Василий пиччӗшӗн ывӑлӗ — Христофоров Вячеслав Васильевич — юрӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ.

Пултарулăх

Унăн репертуарӗнче 500 юрă ытла. Халӑхра анлӑ сарӑлнисем: «Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ», «Вӗҫ-вӗҫ, куккук», «Ӗмӗт», «Савнирен хакли никам та ҫук», «Чӗвӗл кӑна чӗкеҫ», «Сана тупаймӑп нихӑҫан», «Тӑван ҫӗршыв», «Анне тесен», «Вӑрманта ҫырлара», «Натали», «Шӑппӑн кӑна, шӑппӑн ларар-и?», «Ҫурхи ӗмӗт», «Ах, ҫулсем вӗҫеҫ», «Шӑпчӑк кайӑк», «Юр ҫӑвать», «Аякри тантӑша», «Савниҫӗм, ытала мана», «Тӗтреллӗ ир», «Мӑн шыв урлӑ ҫӗн кӗпер», «Ҫуралнӑ кун»[3], «Калаймарӑм», «Кӑмӑл», «Кӗтӳҫ», «Такӑрлатӑп урама», «Эпир кунта хӑнара», «Хӑна юрри», «Юри кайрӑм вӑрмана»[4] тата ыттисем те.

Сăввисене Валентин Урташ, Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Петӗр Эйзин, Юхма Мишши, Любовь Фёдорова, Валери Туркай, Геннадий Юмарт, Арсений Тарасов тата ытти сăвăçсем çырнă[5].

Кӗввисене Герман Лебедев, Аристарх Орлов-Шуçăм(выр.)чăв., Филипп Лукин, Фёдор Васильев, Юрий Кудаков, Тимофей Фандеев, Авраам Бурундуков композиторсем, ҫавӑн пекех хăй те кӗвӗленӗ[5].

Юрăç хуткупăс, баян, гитара, балалайка каланӑ. Иван Христофорова ытларах та ытларах гитарӑпа сцена ҫине тухнӑ. Концертсенче ӑна чӑвашла юрӑсене гитара каласа юрлама ыйтнипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ. Чӑваш халӑх юррисен аранжировкисене хӑех тунӑ. Композиторсем те хӑйсен юррисене ятарласа гитара каласа юрлама йӗркелесе панӑ.

Хисепӗсем

  • Чăваш АССР тава тивӗçлӗ артисчӗ (1975);
  • Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми лауреачӗ (1990);
  • Чăваш Республикин чăваш халăх артисчӗ (1992);
  • Елчӗк районӗн Хисеплӗ гражданинӗ (1995);
  • Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх кӗнекине ҫырса хунӑ (2005);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2010)[5].

Астӑвӑм

  • Тӑван Елчӗк районӗнче Иван Христофорова асӑнса мероприятисем ирттереҫҫӗ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Л. И. Бушуева. Христофоров Иван Иванович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  2. ^ Ушёл из жизни Иван Христофоров — Советская Чувашия (выр.). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  3. ^ Иван Христофоров. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  4. ^ Чувашская музыка на виниле (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Христофоров, Иван Иванович (певец; 22.03.1935-24.05.2018) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  6. ^ Вечер памяти народного артиста Чувашии Ивана Ивановича Христофорова (выр.). Яльчикский муниципальный округ (22 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ахрат, А. Илемлӗ-ҫке юрӑҫӑн кунҫулӗ / А. Ахрат // Тӑван Атӑл. — 1987. — № 5. — С. 70-71.
  • Ӑсан Уҫӑпӗ. Христофоровсем — Елчӗк ен маттурӗсем / Ӑсан Уҫӑпӗ // Хыпар. — 2010. — 23 пуш. — С. 4.
  • Герасимова, А. Пурнӑҫ тӗшши — юрӑ-кӗвӗре / А. Герасимова // Самант. — 2010. — № 2. — С. 7.
  • Eфимов, Г. Юрлама ирӗклӗх кирлӗ / Г. Eфимов // Хыпар. — 1992. — 18 ака.
  • Кудаков, Ю. Тӳпере ҫӑлтӑрсем сӳнсен те, юрату сӳнмест чӗрере / Ю. Кудаков // Хыпар. — 1995. — 24 пуш.
  • Семендер, Ю. Халӑх юрӑҫи / Ю. Семендер // Ялав. — 1995. — № 2. — С. 103—106.
  • Семенов, Ю. Ҫуркунне юрӑҫи / Ю. Семенов // Хресчен сасси. — 2005. — 15 март. — С. 5.
  • Сенин, А. Юрӑ — юрӑҫ чунӗ : Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров 75 ҫул тултарчӗ / А. Сенин ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ // Тӑван Атӑл. — 2010. — № 4. — Прил.: с. 72.
  • Сидоров, П. Ватӑлма пӗлмен шӑпчӑк / П. Сидоров // Хыпар. — 2015. — 3 апрель/ака. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Ҫутӑ сӑнарӗ — асӑмӑрта // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2018. — 20 ҫӗртме/июнь (№ 4). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Христофоров, И. Кӗвви те, сӑмахӗсем те чӗрене тивччӗр… : Иван Христофоров — Чӑваш халӑх артисчӗ / И. Христофоров; пичете Н. Осипова хатӗрленӗ // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 7. — Прил.: с. 2-8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Христофоров, И. «Сцена ҫинчен вӑхӑтра каймалла» / И. Христофоров ; О. Сюзюкина ҫырса илнӗ // Хыпар. — 1998. — 22 раштав.
  • Христофоров, И. «101 ҫул пурӑнма тиветех» / И. Христофоров ; А. Юрату ҫырса илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2015. — 17 авӑн (№ 37). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Христофоров, И. И. Иван Христофоров, Чӑваш халӑх артисчӗ: «Манӑн пӗрремӗш юрӑсене ӗнесемпе сурӑхсем итленӗ» / И. И. Христофоров ; Вӑрӑм Полюк ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2007. — 23 пуш. — С. 4.
  • Димов, В. В последний путь под бурные аплодисменты / В. Димов // Республика. — 2018. — 30 мая (№ 20). — С. 8 : фот.
  • Ильин, С. П. Христофоров Иван Иванович / С. П. Ильин, Н. А. Зимин // Ассоциация композиторов Чувашской Республики / С. П. Ильин, Н. А. Зимин. — Чебоксары, 1995. — С. 144—145.
  • Малышкин, Н. Ф. Христофоров Иван Иванович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 387—388.
  • Христофоров, И. «Хорошую песню я сразу же учую» / И. Христофоров; записал А. Шахтин // Чӑваш ен. — 1994. — 17-24 сент. (№ 38). — С. 12.

Темӑпа ҫыхӑннисем