Алёна Алексеева
| Алёна Алексеева | |
|---|---|
| | |
| Тӗп информаци | |
| Тулли ячӗ | Алексеева Елена Геннадьевна |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ (51 ҫул) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Патшалӑх | |
| Профессисем | чăваш юрӑҫи, вӗрентекен |
| Ӗҫӗ-хӗлӗн ҫулӗсем | 2007 — хальхи вӑхӑт |
| Жанрсем | чăваш эстради, поп-музыка |
| vk.com/alenkseeva21 | |
Алексеева Елена Геннадьевна (сцена ҫинчи ячӗ — Алёна Алексеева, ҫур. 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ, Уçырма, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1975 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Уҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.
1990 ҫулта Уҫырма пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 9 класс вӗренсе пӗтернӗ, 1990—1994 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗренсе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ[1].
Шупашкарти Калинин районӗнчи ачасен пултарулӑх ҫуртӗнче вӗрентнӗ, 1995 ҫултанпа Шупашкарти 59-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта музыка вӗрентекенӗ пулса ӗҫлет, «Гармония» вокал студине ертсе пырать.
2003 ҫулта Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторине вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Пӗр хушӑ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӑй хунӑ[1].
Пултарулӑх
Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ хушӑра студентсен «Благодать» ушкӑнӗнче юрланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри юрӑ конкурсӗнче ушкӑнпа пӗрле лауреат ятне тивӗҫнӗ[1].
Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» ансамбльте юрланӑ, тӗрлӗ ҫӗрте гастрольте пулнӑ, ҫав шутра Францире пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ[1].
2007 ҫултанпа — эстрадӑра: концертсем ирттерет, ытти юрӑҫсем йӗркелекен концертсене хутшӑнать.
«Юратнӑран» альбом (видео, DVD) кӑларнӑ.
Пӗрремӗш юрри — «Ан вăтан юратма» (сӑввипе кӗввин авторӗ — Эдуард Табаев)[1].
Юррисем: «Салам», «Тĕнче пĕтсен те кирлĕ эс мана», «Ан вăтан юратма», «Ан кӗт мана», «Ан тив мана», «Аса ил», «Кĕтетĕп», «Ман туйăмсен хăвачĕ», «Сансăр», «Туйăм», «Шăпа», «Çăлтӑр пулам-и?», «Çеçпĕл чечекĕсем», «Эп сана манман», «Эс ан вăтан», «Юратма шантараймастăп», «Юратнăран», «Юрату çуралать чĕрере», «Ял çумĕнчи вăрманта»[2] тата ыттисем те.
Дуэтпа юрлаканнисем: «Эс манăн телейӗм» (Эдуард Маленков, Алёна Алексеева), «Каҫар» (Алексей Матросов, Алёна Алексеева), «Юратнăран», «Каяс-и, каяс мар-и?» (Сергей Павлов, Алёна Алексеева), «Пĕрремĕш юрату» (Алексей Московский, Алёна Алексеева), «Такмаксем» (Сергей Петров, Алёна Алексеева), «Чӗрене хушайман» (Алёна Алексеева, Типшӗм Сашук), «Çумри телей» (Алексей Матросов, Алёна Алексеева)[2] тата ыттисем.
Юррисене кӗвӗлекенсем: Эдуард Табаев, Александр Павлов, Василий Филиппов, Сергей Марков.
Сӑввисен авторӗсем: Олег Прокопьев, Альбина Юрату, Валерий Раштав, Эдуард Табаев тата ыттисем.
Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене гастрольсенче пулать[3], уявсене ирттерме хутшӑнать, концертсемпе пултарулӑх каҫӗсене ертсе пырать.
Ҫемье
- Ывӑлӗ — Семён.
- Хӗрӗ — Есения.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- «Канашсем» ентешлӗхӗн президиумӗн пайташӗ, ентешлӗх уявӗсене ертсе пырать[4], уявсене юрӑҫ пек хутшӑнать[5].
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнче(выр.)чăв. вӑй хуракан ентешсене пулӑшу кӳрес тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 68—70.
- ^ 1, 2 Алёна Алексеева (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 28 октября в районном Доме культуры состоялся концерт Фариды, которая приехала не одна, а ее поддержали коллеги – певцы чувашской эстрады Сергей Петров и Алёна Алексеева (выр.). Аксубаевский муниципальный район Республики Татарстан (29 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 24 ноября 2018 г. в 24-й раз прошёл праздник землячества «Канашсем» (выр.). Канаш — Инфо (28 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ В ДК им. Я. Ухсая прошёл XXI праздник землячества «Канашсем» (выр.). Чебоксары.ру (30 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |