Фёдоров Михаил Павлович

Михаил Павлович Фёдоров (сцена ҫинчи ячӗ — Михаил Фёдоров, ҫур. 1966 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ, Çĕнĕ Пĕршенер, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пӗренеш ялӗнче ҫуралнӑ[1]. Чӑваш.

Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ 8 ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине «пултарулӑх оркестр ушкӑнӗн ертӳҫи» специальнӑҫ алла илсе вӗренсе пӗтернӗ (1984). Хусан культура институтӗнче вӗреннӗ. Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче хӗсметре тӑнӑ[1].

1986 ҫулта ҫар хӗсметӗнчен таврӑнсан Вӑрӑмпуҫ 8 ҫул вӗренмелли шкулта ачасене музыка предметне вӗрентнӗ, ҫак ялти культура ҫуртне ертсе пынӑ. Каярах Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш тата Кушкӑ ялӗсенчи ачасене музыкӑна вӗрентнӗ, Енӗш Нӑрвашри культура ҫурчӗн ертӳҫи пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Тӑвайри район культура ҫуртне ертсе пынӑ[1].

1996—1996 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнчи «Крылья» ансамбльте ӗҫленӗ. 1998 ҫултан — Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрӑ» эстрада ушкӑнӗнче[1][2].

undefined

Пултарулӑх

«Купӑс сасси», «Пӗрмаях» альбомсем кӑларнӑ.

Юррисем: «Пӗрмаях», «Тух-ха урама, савни», «Купӑс сасси», «Аннене», «Мӗншӗн-ши?», «Ахальтен мар», «Санпа пуласчӗ ӗмӗрне», «Туссем пӗрле пуҫтарӑнсан», «Чечек», «Асаилӳ», «Каҫару», «Сывӑ пул», «Юрату ҫӳрет пирӗнпе пӗрле», «Эх чух, ҫамрӑк чух», «Савниҫӗм», «Тӑвай», «Хӑнара»[3] тата ыттисем те.

Ытларах Николай Казаков, Виктор Дмитриев, Пётр Романов, Радик Иванов ҫырнӑ тата илемлетнӗ юрӑсене шӑрантарать[2].

Юррисен сӑмахӗсен авторӗсем: Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Валери Туркай тата ыттисем[2].

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[4], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗпе калать: ача чухнех хуткупӑс тата балалайка алла илнӗ, каярах фортепиано, баян, гитара, тӑмра, мандолина, тӗрлӗ вӗрсе каламалли хатӗрсене (труба, горн, шӑхлич) калама вӗреннӗ[2].

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Республикӑри «Чӑваш ен кӗввисем» (Ритмы Чувашии) фестиваль-конкурсӗн, «Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ» номинаци ҫӗнтерӳҫи (1993);
  • Республикӑри «Чӑваш ен кӗввисем» (Ритмы Чувашии) фестиваль-конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (1995);
  • Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен «Манас—1000» фестиваль-конкурсӗн лауреачӗ (Бишкек, 1995);
  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗн Гран-прийӗ (2002)[2].

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2012)[1][5].

Ҫемье

  • Килте ултӑ ывӑлпа пӗр хӗр ӳснӗ, Михаил — кӗҫӗнни. Пурте кӗвӗ хатӗрӗсемпе каланӑ: арҫынсем — хуткупӑспа, амӑшӗпе аппӑшӗ — балалайкӑпа.
  • Авланнӑ. Арӑмӗ — Надежда, ывӑлӗ — Михаил, хӗрӗ — Илона.

Михаилпа Илона ача чухне чӑваш телевиденийӗнче «Аптраман чӑваш» кӑларӑма ертсе пыма та хутшӑннӑ[2].

Мишша Фёдоров (Михаил Фёдоров-кӗҫӗнни) чӑваш эстради ҫинче те юрлать[6].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Канаш тата Тӑвай районӗсен ентешлӗхӗсен ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[7][8], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Энциклопедия Янтиковского района : Фёдоров Михаил Павлович (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Марина Иванова. Михаил Фёдоров: Душа поёт, гармонь играет (выр.). Издательский дом «Грани» (16 юпан 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  3. ^ Михаил Фёдоров. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  4. ^ Концерт звёзд чувашской эстрады стал отличным стартом творческого 2024 года! (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики (3 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  5. ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (26 юпан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  6. ^ Мишша Фёдоров (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  7. ^ Благотворительный концерт «Своих не бросаем!» в Яншихово-Норвашском ДК (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики (12 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  8. ^ В Курманаевском районе прошел концерт артистов из Чувашии (выр.). «Знамя труда» (3 ҫӗртмен 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем