Захаров Леонид Вячеславович
Захаров Леонид Вячеславович (сцена ҫинчи ячӗ — Леонид Захаров, ҫур. 1983 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ, Анатри Тимеш, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Анатри Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ.
Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче 9 класс вӗренсе пӗтернӗ (1998), 10-11 классенче Елчӗк пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. 1993—1998 ҫулсенче Елчӗкри ача-пӑча музыка шкулӗнче «баян» класӗнче вӗреннӗ.
2000—2005 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка педагогики факультетне вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
2005—2019 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта музыка вӗрентекенӗнче тата директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче вӑй хунӑ.
2019 ҫултан Шупашкарти 1-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ӗҫлет[1].
2020 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне те йӗркелесе пырать, уявсем (туй, юбилей, ҫуралнӑ кун) йӗркелес енӗпе тӑрӑшать.
Пултарулӑх
И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра «Уяв» ансамбльте юрланӑ. Ушкӑнпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче, Беларуҫре гастрольсенче пулнӑ.
Чӑваш эстрадине 2020 ҫулта «Тӑсса ятӑм купӑса» юрӑпа (сӑвви те, кӗвви те Олег Александровӑн) тухнӑ.
Пӗрремӗш концертне 2022 ҫулта Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Людмила Семёновапа пӗрле ирттернӗ.
Юррисем: «Такмаксем», «Эп манас ҫук...», «Тӑсса ятӑм купӑса», «Пит аван», «Ҫут хӗвел», «Тӑван патне килтӗмӗр», «Сар хӗвел»[2] тата ыттисем.
Дуэтпа Ирина Лампасовапа, Елена Бризпа, Валентина Волковапа, ҫавӑн пекех «Икӗ тус», «Илемпи» ушкӑнсемпе юрлать.
Хӑй те юрӑсем ҫырать: «Хитре чечексем», «Саламлатпӑр сана», Вячеслав Захаров (ашшӗ) сӑввисемпе кӗвӗленисем — «Шупашкар», «Тӑванпа пӗрле». Вырӑсла ҫырнӑ юрри: «Это ты — моя Россия».
Алексей Якимов, Сергей Марков, Александр Павлов, Константин Рязанов аранжировщиксемпе ӗҫлет.
2020 ҫулта ҫӗнӗ юрӑсемпе сӑвӑсен пуххине — «Тӑсса ятӑм купӑса...» кӗнеке кӑларнӑ[3][4].
Ҫемье
- Ашшӗ — Захаров Вячеслав Германович.
- Амӑшӗ — Захарова Вера Леонидовна.
- Ҫемьере виҫҫӗн ҫитӗннӗ: Ирина, Октябрина, Леонид.
- Арӑмӗ — Марина Александровна.
- Ывӑлӗ — Матвей.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- 2020 ҫултан Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ;
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи(выр.)чăв. ентешсене пулӑшас тӗллевпе йӗркелекен концертсене хутшӑнать.
- Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Педагогический состав | Средняя Общеобразовательная Школа №1 г.Чебоксары (выр.). sosh-1.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Леонид Захаров (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
- ^ Погружение в Чувашскую Культуру | Средняя Общеобразовательная Школа №1 г.Чебоксары (выр.). sosh-1.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Фольклорный коллектив «Шусӑм» на презентации книги «Тӑсса ятӑм купӑса» (выр.). Яльчикский муниципальный округ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ В Чебоксарах состоялся праздник Яльчикского землячества (выр.). Яльчикский муниципальный округ (1 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
Каҫӑсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |