Кузнецова Валентина Юрьевна
Валентина Юрьевна Кузнецова (сцена ҫинчи ячӗ — Валентина Кузнецова, ҫур. 1966 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ, Ирçе (ял), Eтĕрнe районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи. Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1966 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ, Тури Мучар ялӗнче ӳснӗ. Чӑваш[1].
Етӗрнери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗреннӗ, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне «Кӗҫӗн классенче вӗрентекен» специальнӑҫа алла илсе вӗренсе тухнӑ. Шупашкарти сусӑр ачасен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул-интернатӗнче ӗҫленӗ[1].
Тӗп ӗҫӗпе пӗрле харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать: пӗрре пайӑррӑн концерт йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать.
Пултарулӑх
Пултарулӑх ҫулне Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнчи «Кроссворд» (ертӳҫи — Валерий Свинцов) вокалпа инструментсен ансамблӗнче пуҫланӑ. Унтан «Музыкальные новинки» (ертӳҫи — Вячеслав Петров) вокалпа инструментсен ансамблӗнче юрланӑ. 90-мӗш ҫулсен варринче пӗччен юрлакан солист пек сцена ҫине тухнӑ. Виктор Петров ертсе пыракан «Кӑлтӑрмач-шоу» программӑна хутшӑнни те эстрадӑра ҫирӗпленме пулӑшнӑ[2].
1997 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗнче хӑйӗн пӗрремӗш харпӑр концертне ирттернӗ, унта «Ҫуралнӑ кун» пӗрремӗш альбомӗн презентацийӗ те пулнӑ[1].
Юррисем: «Сансӑрах», «Ҫуралнӑ кун», «Тинӗс», «Ҫӗнӗ ҫул», «Шӑпчӑк», «Нумай ҫилсем», «Ӗмӗр иртет», «Эп телейлӗ хӗрарӑм», «Ҫамрӑклӑх», «Шыратӑп сана», «Тӑван ял», «Салам, тӑванӑм», «Паллашрӑмӑр санпа», «Кала, тусӑм», «50 ҫул», «Иртеҫ кунсем», «Ан ҫилен», «Калан-ши мана?», «Никама сана памастӑп», «Салтак пурнӑҫӗ», «Тепре тӗл пуличчен», «Хуняма», «Ҫӑлтӑрсем», «Ҫурхи чечексем», «Юрату уҫҫи», «Маннӑ эп сана», «Нумайччен»[3], «Ылтӑн ҫӗрӗ», «Чун юрлать», «Сан ятупа», «Тӑван хула», «Пӗрре, иккӗ»[4] тата ыттисем те.
Чылай юрӑ сӑмахӗсемпе кӗввине хӑех ҫырать[5]. Ҫавӑн пекех Сергей Марковпа, Родислав Семёновпа, Залиф Биксалинпа, Радик Ивановпа, Ваня Пилипчукпа, Рудик Никитинпа, Мила Изедеркинапа, Руфина Смирновапа пӗрле юрӑсем ҫырнӑ[5].
5 аудиольбом чӑвашла, 1 альбом вырӑсла кӑларнӑ[1].
Дуэтпа ҫак артистсемпе юрлать: Алексей Московскийпе[3] («Ан вӑтан», «Мӗн чухлӗ пӑтӑрмах», «Юрату — ырату», «Йӑл кулап», «Эп — ҫирӗмре, эп — хӗрӗхре»), Андрей Кузнецовпа[3] («Хӗвелсӗр уйӑх», «Паян эс ман»).
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[6], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет.
Ҫемье
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[7].
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[8], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Кузнецова Валентина Юрьевна, поэт, композитор, певица, звезда чувашской эстрады (выр.). https://mosentesh2.ucoz.ru (9 нарӑсӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Альбина Юрату (Любимова Альбина Васильевна). 88 интервью(чăв.). — Чебоксары: Новое Время, 2020. — С. 149—152. — 476 с.
- ^ 1, 2, 3 Валентина Кузнецова. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Валентина Кузнецова. www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кузнецова Валентина Юрьевна, поэт, композитор, певица, звезда чувашской эстрады (выр.). Цех культурных проектов. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
- ^ Юбилейный концерт Валентины Кузнецовой в Доме культуры «Восход» (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение «Информационно-ресурсный центр культуры Шумерлинского муниципального округа» (11 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Ядринская земля – любовь и гордость наша (выр.). Знамя труда — Чувашия (8 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Благотворительный концерт в поддержку участников специальной военной операции «Одна страна, одна семья, одна Россия» (выр.). Красночетайский муниципальный округ Чувашской Республики (24 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |