Корнилова Алина Геннадьевна
Корнилова Алина Геннадьевна (сцена ҫинчи ячӗ — Алина Корнилова, ҫур. 1995 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1995 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ.
Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 3-мӗш вӑтам шкултан вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑтрах Ф. М. Лукин ячӗллӗ Шупашкарти 5-мӗш музыка шкулӗнче фортепиано класӗнче вӗреннӗ.
И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ.
2015 ҫултан «Асамат» юрӑ ушкӑнӗнче юрлать, уйрӑм юрӑҫ пек те концертсене хутшӑнать.
Пултарулӑх
Музыка шкулӗнче вӗреннӗ хушӑра концертсене, тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. 2013 ҫулта «Аксар» фирма ирттернӗ ҫамрӑк эстрада юрӑҫисен конкурсӗнче палӑрнӑ. Пӗрремӗш юрри — «Шурӑ хурӑн» (сӑвви — Юхма Мишшин, аранжировщик — Константин Рязанов). Ҫак юрӑпах Турцири тӗрӗк ҫамрӑкӗсен фестиваль-конкурсӗнче дипломант пулса тӑнӑ.
Юррисем: «Тархасла», «Урлу», «Симӗс чӑрӑш», «Юрлакан чĕресем», «Чăваш тĕнчи», «Юлар-ха калаçса», «Вӑтанатӑп», «Киремет çăлкуçĕ», «Пирĕн çĕршывра», «Шурă хурăн»[1] тата ыттисем.
Дуэтпа юрлаканнисем: «Эс ман пулсан» (Алексей Алексеев, Алина Корнилова), «Эс пурăнан ман тĕлĕкре», «Эсĕ çумăр», «Хура пĕлĕтсем» (Алина Корнилова, Михаил Ӑраскал), «Çĕмĕрт çеçкере» (Алина Корнилова, Леонид Антонов), «Пĕчĕккĕ пуласчĕ», «Хитре хĕрача» (Алина Корнилова, Арина Семёнова)[1] тата ыттисем.
Хӑш-пӗр юррисен сӑввисемпе кӗввисене хӑех ҫырать.
Артист пӗччен те, «Асамат» ушкӑнпа та Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[2], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене гастрольсене кайса ҫӳрет, ял уявӗсене, савӑнӑҫлӑ мероприятисене (ҫуралнӑ кун, туй) ирттерме хутшӑнать.
Ҫемье
- Ашшӗ — Егоров Геннадий Анатольевич, бокс тата кикбоксинг(выр.)чăв. енӗпе тренер.
- Амӑшӗ — Егорова Альбина Геннадьевна, имиджмейкер.
- Шӑллӗ — Егоров Роман (Юман) Геннадьевич[3], фристайл(выр.)чăв. енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей чемпионачӗсен, Кубокӗсен темиҫе хут призёрӗ, тренер.
- Хӗрӗ — Мария.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[4] ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Алина Корнилова (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Эстрадная группа «Асамат» на сцене Мадикского СК (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики (24 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Егоров Роман Геннадьевич | Центр спортивной подготовки сборных команд России (выр.). sport-teams.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Вера Захарова. Для тех, кто на передовой (выр.). Советская Чувашия (17 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Благотворительный концерт артистов чувашской эстрады С любовью к детям... (выр.). Студенческий совет ЧГУ им. И. Н. Ульянова (16 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |