Ирина Шинжаева
Шинжаева Ирина Ивановна (сцена ҫинчи ячӗ — Ирина Шинжаева) (ҫур. 1990 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Кӳкеç, Шупашкар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Кун-çулĕ
1990 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнче ҫуралнӑ.
Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш ватам шкулта вӗреннӗ, Сарӑту Право академийӗнче (халӗ — Сарӑту патшалӑх юридици академийӗ(выр.)чăв.) аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Анчах илнӗ профессийӗпе ӗҫлес темен, сценӑна суйласа илнӗ.
Пултарулӑхӗ
12 ҫултах «Сар ача» (Р. Беляева сӑмахӗсем) юрӑпа сцена ҫине тухма пуҫланӑ, каярах «Юратас» юрри (Альбина Юрату сӑвви, кӗвви В. Филипповӑн) хит пулса тӑнӑ. Халӑхра чап ҫӗнсе илме пулӑшнӑ юрри чӑвашла «Джимми».
Хальхи вӑхӑтра ашшӗн пӗрремӗш альбомӗсенчи юррисене шӑрантарма пуҫланӑ, Иван Шинжаевӑн ӗлӗкхи чи лайӑх юррисене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратассипе тимлет. Ытларах ашшӗпе пӗрле юрлать, пӗрле концертсем, мероприятисем ирттереҫҫӗ, нумай ҫӗнӗ юрӑ ҫыраҫҫӗ.
Композиторсенчен ытларах К. Рязановпа, В. Филипповпа, Ю. Сергеевпа ҫыхӑнса ӗҫлет.
Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем[1][2]:
- пӗччен юрлаканнисем — «Джимми» (ӑна малтан Дипендра Мани Непал юрӑҫипе те юрланӑ), «Куҫусем», «Тӗлӗк эс манӑн», «Ылтӑн пулӑ», «Юратас килет», «Чат», «Асамлӑ каччӑ», «Ҫуллахи каҫсем», «Ман юратӑвӑн ҫуначӗ», «Ахаль мар», «Пӗрле пулар-и?», «Атте», «Шӑпа», «Чӑваш ен»,
- Иван Шинжаевпа пӗрле — «Шӑпа мар», «Мӗншӗн-ха ытла юратаҫҫӗ?», «Тӗлпулусем»,
- Анна Шармпа пӗрле — «Мӗншӗн-ши?», «Чӑн-чӑн юрату»,
- Данила Ленскийпе пӗрле — «Тӗнчере пурӑнни ахаль мар», «Эсӗ ман мар»,
- Константин Рязановпа пӗрле — «Ӑраскал».
Ҫемье
- Хӗрача ҫитӗнтерет.
- Ашшӗ — Шинжаев Иван Александрович — Раҫҫей эстрада юрӑҫи.
- Амӑшӗ — Шинжаева Зоя Николаевна.
Хисепӗсем
- ЮТВ телеканалӑн ҫулсерен паракан «Ҫулталӑк юрӑҫи» преми лауреачӗ;
- ЮТВ телеканалӑн ҫулсерен паракан «Чи лайӑх дуэт» преми лауреачӗ;
- ЮТВ телеканалӑн ҫулсерен паракан «Ҫулталӑк ҫынни» преми лауреачӗ.
Кӑсӑклану
Ӑнлантарусем
- ^ Ирина Шинжаева (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Ирина Шинжаева (выр.). muzvibe.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Елена Михайлова. Чувашская звезда Ирина Шинжаева рассказала, зачем ей дома доска с гвоздями (выр.). Портал ProГород (6 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.