Катя Петрова
Кун-çулĕ
1974 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мари АССРӗн Волжск районӗнчи Бизюргуп ялӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулта ҫемйи Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялне куҫса килнӗ.
И. Н. Ульянов ячӗллӗ Хутар шкул-гимназине вӗренсе пӗтернӗ. Шкулта вырнаҫнӑ Саланчӑк музыка шкулӗн филиалне аккордеон(выр.)чăв. тата фортепиано(выр.)чăв. класӗпе пӗтӗм «пиллӗкпе» вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн музыка шкулӗнчи педагогӗсем паллӑ музыкантсем Дмитрий Кудаков, Клара Осокина тата ыттисем пулнӑ.
1997 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ.
1991—1992, 1997—1998 ҫулсенче Хутарти 7-мӗш ача ясли-садӗнче музыка ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.
1998—2006, 2009—2017 ҫулсенче — концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе ӗҫлекен уйрӑм предприниматель.
2006—2009 ҫулсенче — Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗ» муниципалитет культура учрежденийӗнчи «Ганга» инди ташшисен халӑх ансамблӗн аккомпаниаторӗ.
2017—2021 ҫулсенче — Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин Н. В. Никольский ячӗллӗ Шупашкар професси колледжӗн хушма пӗлӳ (вокал енӗпе) педагогӗ.
Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[1].
2022 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Катя Петрова Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алексей Шадриков тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кувшинов юрӑҫсемпе, ҫавӑн пекех тӗрлӗ конкурссен лауреачӗсемпе Диана Павлова тата Мария Гущина юрӑҫсемпе пӗрле Донецк Халӑх Республикинчи Дебальцево(выр.)чăв., Макеевка(выр.)чăв., Донецк, Торез(выр.)чăв. тата Комсомольское(выр.)чăв. хулисенче салтаксем умӗнче концертсем панӑ. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан территорире концерт панӑ пӗрремӗш чӑваш артисчӗсем пулнӑ[2].
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 156-мӗш хушӑвӗпе артистсене ҫак хӑюлӑхшӑн Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ[3].
Пултарулӑх
Шкулта вӗреннӗ чухне аккордеон каласа шкулти тата шкул тулашӗнчи мероприятисене ирттернӗ, пенсионерсен хорне йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех синтезаторпа каланӑ, икӗ инструменталлӑ вокал ансамблӗнче(выр.)чăв. юрланӑ.
Ҫӗмӗрлери Владимир Иванов композитор ертсе пыракан инструменталлӑ вокал ансамблӗпе Чӑваш Республикинчи эстрада юрӑҫисен пӗрремӗш конкурсӗнче малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑннӑ. Чӑваш эстрада юррин «Чӑваш Ен кӗввисем» (Ритмы Чувашии) 1-мӗш фестивалӗнче «Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗрлӗ конкурссен лауреачӗ, ҫав шутра ют ҫӗршывсенче иртекеннисене те хутшӑннӑ.
7 магнитальбом кӑларнӑ, 1-мӗшне — «Ҫунатлӑ ӗмӗт» (юррисене хӑй кӗвӗленӗ, сӑввисем — Раиса Сарпин) — 1990 ҫулта шкулта вӗреннӗ чухнех. Магнитальбом кӑларас енӗпе чӑваш эстрадинче пӗрремӗшсенчен пӗри пулнӑ, унччен маларах Николай Казаков ҫеҫ альбом кӑларнӑ.
Хӑй юрлакан юррисене хӑйех ҫырать. Ҫавӑн пекех ытти юрӑҫсем шӑрантаракан юрӑсен авторӗ.
Паллӑрах юррисем[4][5]: «Саламлатӑп сана», «Маншӑн эс пӗрре», «Телейлӗ санпа», «Пирвайхи юрату», «Манма пулать-ши?», «Ах, аннеҫӗм», «Ачалӑх», «Хӗр тунсӑхӗ», «Маншӑн чи хакли», «Хуркайӑксем», «Ҫуралнӑ кунпа, анне», «Килессӗм килет тӑвансем патне», «Пурнӑҫ кунта», «Шупашкарӑм», «Амӑшӗпе хӗрӗ», «Нарспипе Сетнер», «Лешкассинчи чипер каччи», «Санпа кӑна» романс, «Йывӑр мана сансӑр», «Таврӑнсам» тата ыттисем те.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснисен «Ҫӗмӗрлесем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнать[6].
Ҫемье
Ашшӗ — Владимир Петрович Петров, чӑваш — Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Мари АССРӗн Волжск районӗнчи «Восток» совхозра агроном пулса ӗҫленӗ. Кайран тӑван тӑрӑха таврӑнсан 15 ҫул Ҫӗмӗрле районӗнчи Ленин ячӗллӗ хуҫалӑхӑн председателӗнче, Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче тӗрлӗ ертсе пыракан должнӑҫсенче вӑй хунӑ. 2004 ҫулхине 53 ҫулта ӗҫ вырӑнӗнчех шалкӑм ҫапнипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Амӑшӗ — Мария Александровна, ҫармӑс — колхозра бухгалтер, ача пахчинче ертӳҫӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар культура керменӗн директорӗ, харпӑр усламҫӑ, строительство фирмин ертӳҫи пулса вӑй хунӑ, халӗ — тивӗҫлӗ канура. Ялти халӑх ансамблӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
Икӗ йӑмӑк пур.
Мӑшӑрӗ — Руслан Иванович Захаров — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унпа вӗреннӗ чухне паллашнӑ.
Хӗрӗ Милана Г. Лебедев ячӗллӗ республика лицей-интернатне, Шупашкарти коопераци институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Кӑсӑклану
Пушӑ вӑхӑтра чечексемпе аппаланма, кукӑль пӗҫерме, машинӑпа ҫӳреме (ачаллах ашшӗ вӗрентнӗ) тата ҫулҫӳреме, пулман вырӑнсене ҫитсе курма юратать.
Ӑнлантарусем
- ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (23 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Артисты чувашской эстрады впервые выступают в Донецкой Народной Республике (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (25 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Сетевое издание «право21.рф». Официальный портал органов власти Чувашской Республики (19 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Катя Петрова (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
- ^ Катя Петрова (выр.). www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
- ^ Елена Сергеева. Сбор денег идет на наших бойцов (выр.). ВКонтакте. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.