Шинжаев Иван Александрович

Шинжаев Иван Александрович (сцена ҫинчи ячӗ — Иван Шинжаев, ҫур. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ, Çĕнĕ Туканаш ялĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1962 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

1979 ҫулта Атнарти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, колхозра ӗҫленӗ.

1981—1983 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче Воронеж облаҫӗнчи Борисоглебск аслӑ ҫар авиаци училищи(выр.)чăв. хӗсметре пулнӑ. Старшина званийӗпе демобилизациленнӗ. Таврӑнсан пӗр хушӑ колхозра водительте вӑй хунӑ.

1983—2003 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫленӗ, ӗҫрен кайнӑ чухне капитан званийӗнче пулнӑ.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ, лавкка тытнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Платка ялӗнче пурӑнать, лавкка тытать, концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать.

undefined

Пултарулӑх

Сцена ҫине шкулта вӗреннӗ чухне тухнӑ, ялта вокалпа инструментсен ансамблӗ пулнӑ. Пысӑк эстрада ҫине 1997 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Васильев Сергей Марков кӗвӗҫӗпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн тухнӑ.

«Сан ҫуралнӑ кун», «Ман юратӑвӑн ҫуначӗ», «Тӗлпулусем» альбомсем кӑларнӑ.

Репертуарӗнче 120 ытла юрӑ. Юррисем: «Сан ҫуралнӑ кун», «Ах, шӑпа», «Шупашкар», «Анне», «Вӑрланӑ юрату», «Лаштра юман», «Мӗншӗн сана куртӑм», «Никама та урӑх», «Пӗр эсӗ», «Саншӑнах», «Тунсӑх», «Ҫеҫпӗл», «Чечексем», «Эп юратап», «Юрат», «Сар пике», «Ирхи тӗтре», «Мӗншӗн-ха ытла юратаҫҫӗ», «Нихӑҫан манас ҫук сана», «Пӗрле пулсан», «Хӗрлӗ Чутай», «Чун савни», «Ҫуллахи каҫсем», «Эп юратмастӑп», «Юрат чӗре», «Шӑпа мар», «Ӑшӑ ҫумӑр», «Ан хирӗҫле», «Кай, кай Ивана», «Ӗмӗтре», «Мӗншӗн ӗмӗр», «Мӗншӗн-ши?», «Пӗр сан валли», «Чечеклен, юрату», «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Ҫухату», «Эсӗ манӑн»[1], «Иртнӗ кунсем», «Ан тив», «Тухрӑм эпӗ урама», «Тӑван ял», «Ах, савни» тата ыттисем те.

Хӗрӗпе — Ирина Шинжаевапа — дуэтпа юрлаҫҫӗ: «Ман мар, сан мар», «Тӗлпулусем», «Кӑвакарчӑнӑм» тата ыттисем те. Ҫавӑн пекех Оля Осиповапа дуэтпа тӑватӑ ҫул юрланӑ: «Ан тапта»[2], «Шурӑ юр», «Ҫӑлтӑрсем», «Шӑпа мар» тата ыттисем те.

Ытларах Сергей Марков, Игорь Столяров, Радий Иванов, Юрий Сергеев, Пётр Романов, Алексей Жарков ҫырнӑ тата илемлетнӗ юрӑсене шӑрантарать.

Юррисен сӑмахӗсен авторӗсем: Галина Кӗмӗл, Алина Николаева, Наталия Савӑнар, Роза Беляева, Алексей Жарков тата ыттисем.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[3][4], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Шинжаев Александр Иванович, педагог, музыкант Атнарти халӑх хорне ертсе пынӑ.
  • Амӑшӗ — Шинжаева Елизавета Николаевна, колхозра ӗҫленӗ.
  • Ҫемьере виҫҫӗн ӳснӗ: аппӑшӗ — Галина, йӑмӑкӗ — Венера.
  • Хӗрӗ — Шинжаева Ирина Ивановна, Раҫҫей эстрада юрӑҫи.
  • Ывӑл пур.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[5][6].
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Иван Шинжаев (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  2. ^ Иван Шинжаев (выр.). www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  3. ^ В гостях Хучельском ОКЦ артисты чувашской эстрады И. Шинжаев, И. Шинжаева, Т. Хевел (выр.). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (23 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  4. ^ Концерт звёзд чувашской эстрады в Байглычевском СК (выр.). Яльчикский муниципальный округ (4 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  5. ^ Лариса Петрова. Красночетайцы отпраздновали 30-летие образования землячества «Чавал» (выр.). Издательский дом «Хыпар» (20 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  6. ^ Волейболисты команды «Дружба» — обладатели Кубка землячества «Чавал» (выр.). Красночетайский муниципальный округ Чувашской Республики (5 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  7. ^ Цивильский район присоединился к Всероссийской акции «Своих не бросаем» (выр.). Цивильский муниципальный округ Чувашской Республики (27 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем