Наумов Алексей Исаевич
Наумов Алексей Исаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Алексей Наумов, ҫур. 1979 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ, Якурккел, Нурлат районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, композитор. «Хусан чӑвашӗсем» эстрада ушкӑнне никӗслекенӗ, юррисене кӗвӗлекенӗ, юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1979 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Тутар АССРӗн Нурлат районӗнчи Якурккел ялӗнче ҫуралнӑ.
1996 ҫулта Якурккел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
1996—2000 ҫулсенче Тутарстан Республикинчи Елабуга культура училищинче вӗреннӗ, 2000—2005 ҫулсенче Хусан патшалӑх культура институтӗнче(выр.)чăв. вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
2000 ҫултан пуҫласа пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать (концертсем йӗркелет, мероприятисене хутшӑнать), фото-видео ӳкерессипе ӗҫлет.
Пултарулӑх
Хусан патшалӑх культура институтӗнче вӗреннӗ чухне Марсель Шамсутдинов гитаристпа паллашса 2001 ҫулта Хусанти «Аzамат» ҫамрӑксен клубӗ ҫумӗнче «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн туса хунӑ. Алексей Наумов унта юррисене кӗвӗлекен, гитарист тата юрӑҫӑ. Ушкӑнра ҫавӑн пекех тӗрлӗ вӑхӑтра Вера Кожеманова, Елена Корсакова юрланӑ.
«Ан васка» (2025) альбом кӑларнӑ[1].
Юррисем: пӗччен юрлаканнисем — «Ан вӑтан», «Вулкан», «Жанна», «Эсӗ ман шӑпа», «Тӗрленӗ галстук», «Ку вӑл вӑйӑ мар»; «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнпа юрлаканнисем — «Çумăрлă каç», «Пурнăç илемĕ», «Селиме», «Ирӗклӗ кайак», «Кăвакарчăн», «Ан васка», «Анне», «Ик чĕре», «Иксĕмĕрĕн пĕр шăпа», «Кăлкан», «Кукамипе кукаçи», «Мунча шăрши», «Пар аллуна мана», «Пěрлешмелле», «Салам», «Сенкер куçсем», «Сивĕ чул», «Сувар», «Тăван яла таврăнсан», «Урăххине парăнтăн», «Хурлӑхан», «Чăваш пикисем», «Чăвашсем», «Чăн юрату», «Чечек акрăм та», «Чечек кĕперӗ», «Çеçкеленнĕ лили эс», «Эсӗ мана манаймастăн», «Юрпике»[2], «Пуҫана», «Йӗркеллӗ туслӑх», «Ромашка», «Ҫичӗ хурӑн»[1] тата ыттисем те.
Вырӑсла та юрлать: «Небо Якуркеля», «Ой да поле»[3] тата ыттисем.
Нумай юррипе клипсем ӳкерсе кӑларнӑ: «Юрпике», «Селиме», «Эсӗ мана манаймастӑн», «Кӑлкан», «Мунча шӑрши» тата ыттисем те.
Ытларах Петӗр Хусанкай, Юрий Сементер, Валерий Раштав, Галина Кӗмӗл, Борис Борлен, Анатолий Малышев, Константин Малышев, Ирина Степанова сӑввисемпе кӗвӗлет.
Юррисене ҫавӑн пекех Сергей Павлов, Елена Корсакова, Ирина Музыкантова шӑрантараҫҫӗ.
Артист чӑваш ял-хулисенче тата чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенче концертсемпе пулать[4].
Ҫемье
- Ашшӗ — Наумов Исай Павлович.
- Амӑшӗ — Наумова Ольга Александровна.
- Ҫемьере пиллӗкӗн ҫитӗннӗ: Зинаида, Ирина, Марина, Александр, Алексей.
- Мӑшӑрӗ — Татьяна.
- Ывӑлӗ — Дмитрий.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. ҫапӑҫакан ентешсене пулӑшас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Хусан Чӑвашӗсем - Shazam (выр.). Shazam. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Хусан чăвашĕсем (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Наумов Алексей Исаевич (выр.). Яндекс Музыка. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ «Хусан чӑвашӗсем» Шупашкара килӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ (9 пушӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |