Кожеманова Вера Ильинична
Кожеманова Вера Ильинична (сцена ҫинчи ячӗ — Вера Кожеманова) (ҫур. 1984 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ, Беловка (Аксу районĕ), Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики) — чăваш юрăçи. Чӑваш джазне аталантаракан.
Кун-çулĕ
1984 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Беловкӑри пуҫламӑш шкулта, Кивӗ Тимушкел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта (1992—2002) вӗреннӗ[1].
Салих Сайдашев ячӗллӗ Анат Кама музыка училищин вокал уйрӑмӗнче (2002—2006) ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, специальнӑҫӗ — академи хорӗн артисчӗ.
2006-2010 ҫулсенче Тутар патшалӑх гуманитарипе педагогика университечӗн(выр.)чăв. музыка факультетне вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ, специальнӑҫӗ — музыка вӗрентӳҫи. Раҫҫей суту-илӳпе экономика университечӗн(выр.)чăв. Хусан институтне вӗренсе пӗтернӗ (2011—2015).
Педагогика университетӗнче вӗреннӗ хушӑра «Мастер церемоний» агентствӑра артист пулса ӗҫленӗ (2006— 2009).
2007—2016 ҫулсенче «НВ-офисная техника» компанире вӑй хунӑ: малтан — менеджер, кайран — суту уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ.
2016 ҫултанпа COMPASS брендинг агентствинче проектсен ертӳҫи пулса тӑрӑшать.
Пултарулӑхӗ
Хусана килсен эстрада юрӑҫи пек аталанма пуҫланӑ, Алексей Наумов ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ, ҫавӑн пекех Алексей Наумов йӗркеленӗ «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнра юрланӑ[1].
Чӑваш эстрадинчи паллӑ юррисем: «Мӗн вӑл юрату?», «Пӗтӗмпех килет санран », «Савнӑ тусӑм», «Ик ҫунат», «Селиме», «Аса ил» тата ыттисем те.
2018 ҫулта Дмитрий Лысовпа паллашнӑ хыҫҫӑн «Shanu» ушкӑн проект ҫуралнӑ. Ушкӑн репертуарӗн никӗсӗнче — чӑваш фольклорӗ тата автор юррисем. Пултарулӑх стилӗ — этно-джаз, этно-фьюжн. Ушкӑнра: Дмитрий Лысов пианист, аранжировщик, композитор, Андрей Казанцев параппанҫӑ, Арслан Сайфи сӗрме купӑсҫӑ, Дмитрий Соломатин бас-гитарист (ыттисем те хутшӑннӑ, ытларах — Д. Соломатин), Вера Кожеманова вокалист тата бэнд-ертӳҫи.
2025 ҫулта ушкӑнран Дмитрий Лысов кайнӑ, ун вырӑнне Андрей Руденко килнӗ. Вӑл — ушкӑн пианисчӗ, аранжировщикӗ, композиторӗ. Ушкӑн Хусанта, Мускавра, Шупашкарта, ытти хуласенче концертсем лартать, фестивальсене хутшӑнать.
Shanu ҫитӗнӗвӗсем
- «Культура» телеканалӑн(выр.)чăв. «Шаболовка 37» программине хутшӑннӑ;
- Moscow Jazz Festival (Мускав), «Воронежская камерата» (Воронеж), КуZня ДжaZz (Новокузнецк(выр.)чăв.), Ural Music Night (Екатеринбург), TatCultFest, Skazka, Итиль (Хусан) фестивальсене тата Шупашкар чӑваш кӗввин фестивальне хутшӑннӑ;
- Сергей Клевенскипе пӗрле ҫырнӑ синглне Раҫҫейри Zvuk музыка кӑларӑмӗ палӑртнӑ;
- Shanu пирки «Beatradar» (Норвеги), «Roadie Music» (Бразили), «Berlin On Air» (Германи), «Secret Eclectic» (Аслӑ Британи), Jazzist. ru (Раҫҫей) ҫырнӑ;
- 2023 тата 2024 ҫулсенче ушкӑн Мускаври джаз фестивалӗ шайӗнче ҫамрӑксен джаз коллективӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисен йышне кӗнӗ;
- Пӗтӗм тӗнчери автор джазӗн «Русский джаз —2024» пӗрремӗш конкурс-фестивалӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ;
- «Ангара-Джаз — 2024» музыка фестивалӗн шайӗнчи Пӗтӗм Раҫҫейри джаз коллективӗсен пӗрремӗш конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ;
- «What ’ s Going On» композици Раҫҫей джазӗн пуххине кӗнӗ (International Jazz Day 2024: Russia).
Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ чи тӑтӑш итлекен юрӑсем: «Селиме», «Атьӑр вӑййа», «Тарӑн вар», «Йывӑр тӑвас ҫук», «Сӑра», «Ҫумӑр ҫӑвать», «Вӗҫ-вӗҫ, куккук», «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр», «Ларать, ларать Ванюк» тата ыттисем те.
Хисепӗсем
- Чӑваш юррисене шӑрантаракансен «Чӑваш шӑпчӑкӗ» VII республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2008);
- Тутарстан Республикин Президенчӗн пултаруллӑ ҫамрӑксене хавхалантаракан премине тивӗҫнӗ (2008);
- Пӗтӗм чӑваш «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗн 1 степеньлӗ лауреачӗ (2018).
Ҫемье
Йышлӑ ҫемьере — 4 хӗрпе 1 ывӑл — ҫитӗннӗ[1].
Ывӑл ӳстерет.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Ольга Макарова. Интервью с создателем чувашского этно-джаза из Аксубаева (+ видео) (выр.). aksubayevo.ru (24 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.