Кузнецов Андрей Геннадьевич
Андрей Геннадьевич Кузнецов (сцена ҫинчи ячӗ — Андрей Кузнецов , ҫур. 1981 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ, Акшик, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1981 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне, Шупашкарти апат-ҫимӗҫ технологийӗн тата коммерци техникумне (1999) вӗренсе пӗтернӗ. Раҫҫей социаллӑ патшалӑх университетӗнче(выр.)чăв. (2008) аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].
2004—2015 ҫулсенче харпӑр предприниматель пулнӑ.
2015—2020 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗн 6-мӗш суйлаври депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ[2].
2016 ҫулта Кузнецовсем Чӑваш Республикинчи «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра «Чи пултаруллӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ[3].
2015 ҫулта Пӗрремӗш каналти «Поле чудес» вӑййа хутшӑннӑ[3].
Пултарулӑх
Шкулта вӗреннӗ чухне шкул хорӗнче юрланӑ, концертсене хутшӑннӑ[4].
Эстради сцени ҫине пуҫласа 2008 ҫулта тухнӑ[4].
Анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Ҫуралнӑ кун», «Кӳршӗсем», «Телей», «Юратнӑ Чӑваш Ен», «Ҫамрӑк ӗмӗр», «Акатуй», «Ан кӗттерччӗ, тусӑм», «Анне», «Вӗҫ», «Икӗ ҫыран», «Манӑҫми тус-тӑван», «Пӗртӑвансем», «Пурнӑҫ», «Салам, савни!», «Сарӑ чечексем», «Тӑван ял», «Тӗлӗкри сӑнар», «Туянаймӑн ыранхи куна», «Хӗрарӑмра тӗнче илемӗ», «Чи хӑватлӑ туйӑм — юрату», «Шурӑ акӑш», «Шурӑ сирень ҫеҫкисем», «Ҫӗнӗ ҫул!», «Ытарайми тӑванӑмсем», «Эс илтсемччӗ», «Юбилей 50 ҫул», «Юрататӑп сана», «Юрату — ҫуркунне»[5] тата ыттисем те.
Мӑшӑрӗпе Алевтина Кузнецовапа («Юрату чечекӗ»), ҫавӑн пекех Валентина Кузнецова («Паян эс ман», «Хӗвелсӗр уйӑх»), Вера Николаева («Салам, салам»), Ирина Музыкантова («Чунӑмҫӑм», «Ҫӗнӗ ҫул»)[5] тата ытти юрӑҫсемпе дуэтпа юрлать.
Максим ывӑлӗ 3 ҫултах ашшӗпе пӗрле сцена ҫине тухма пуҫланӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулне вӗренсе пӗтернӗ[6].
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать[7].
Сертификациленнӗ тренер, динамикӑллӑ хастар медитацисен инструкторӗ пулса тӑрӑшать.
Хисепӗсем
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ (2013, 2015);
- Ф. П. Павлов ячӗллӗ медаль (2015);
- Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Хисеп хучӗ (2016);
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ (2017);
- «Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул» медаль (2021)[8].
Ҫемье
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- 2013—2020 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралса ӳснисен «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи пулнӑ[9].
- Чӑваш Республикинчи Ентешлӗхсен канашӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ[1].
- «Эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗ» обществӑлла пӗрлӗхӗн вице-президенчӗ[1].
- Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗн пайташӗ пулнӑ.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 В Мариинско-Посадском районе состоялся творческий вечер Андрея Кузнецова (выр.). Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики (3 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Кузнецов Андрей Геннадьевич - Чувашская Республика, город Чебоксары - Сервис информации по выборам и кандидатам (выр.). elections.istra-da.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 «Самой творческой семьей» названа семья новочебоксарцев Андрея и Алевтины Кузнецовых (выр.). ИД «Грани» (25 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В гостях у чувашского артиста Андрея Кузнецова: «На кухне люблю медитировать» (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (24 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Андрей Кузнецов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхат, 2020. — 476. — С. 139—143.
- ^ 1, 2 Кузнецов Евгений Геннадьевич (выр.). Чувашский народный сайт. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Энциклопедия Мариинско-Посадского района. — Чебоксары: Типография №7, 2024. — С. 237.
- ^ Члены землячества (выр.). Землячество Мариинско-Посадского района «Сӗнтӗр ен». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |