Зайцев Данила Анатольевич
Зайцев Данила Анатольевич (сцена ҫинчи ячӗ — Данила Зайцев, ҫур. 2002 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ, Тольятти, Самар облаçĕ, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
2002 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Тольятти хулинче ҫуралнӑ. Данила 5-ре чухне ҫемье Шупашкара куҫса килнӗ[1]. Шупашкарти А. Г. Николаев космонавт ячӗллӗ 10-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 2018 ҫулта вӗренсе тухнӑ.
2018—2022 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче хорпа дирижёр уйрӑмӗнче вӗреннӗ[1].
Училище хыҫҫӑн ДОСААФра(выр.)чăв. водителе вӗреннӗ, 2022—2023 ҫулсенче Раҫҫей Ҫарӗнче Йошкар-Олари чаҫра хӗсметре пулнӑ.
Ҫартан таврӑнсан 2023 ҫултанпа концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: харпӑр концертсем ирттерет, ытти юрӑҫсем йӗркелекеннисене хутшӑнать.
Пултарулӑх
Шкулта чухнех сцена ҫине тухнӑ, 2010 ҫулта республикӑри пултаруллӑ ачасен «Мехел» конкурсра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ[1].
2025 ҫулта Елчӗкре хӑйӗн пӗрремӗш харпӑр концертне йӗркеленӗ[1].
Паллӑ юррисем: «Хусах», «Ытарми хĕр пикесем», «Кĕтетĕн-и мана?», «Купăса тăсса ярсассăн», «Юлташ», «Чуну кĕнеке пек»[2], «Туй юрри», «Тӑванӑм, лар-ха сӗтел хушшине», «Ирӗк пар», «Хӑна юрри»[3], «Сыв пул, хусахлӑх», «Бэйби», «Попурри», «Укӑлча умӗнче», «Пурнӑҫ сансӑр ҫук» тата ыттисем.
Репертуарӗнче ҫавӑн пекех ытти юрӑҫсемпе дуэтпа юрлаканнисем пур: «Эп сана юрататăп» (Данила Зайцев, Лев Плотников), «Елчӗк — Патӑрьел» (Сергей Лекеров, Данила Зайцев), «Сана мар» («Глянец», Данила Зайцев), «Ирхи шуҫӑм» (Олеся Яковлева, Данила Зайцев)[2][3].
Хуткупӑс калать, сцена ҫине хуткупӑспа та тухать. Пӗрремӗш хуткупӑсне аслашшӗ парнеленӗ[1].
Юрий Кашкӑр, Альбина Юрату, Алексей Московский ҫырнӑ сӑвӑсемпе Александр Павлов, Константин Рязанов, Александр Кокшин аранжировщиксем кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарать.
Сергей Лекеровпа пӗрле шӑрантаракан «Елчӗк — Патӑрьел»[4] тата «Хусах» юррисемпе ӳкернӗ клипсене интернетра пин-пин ытла ҫын пӑхнӑ[1].
Артист чӑвашсем пурӑнакан тӑрӑхсене гастрольпе час-часах тухса ҫӳрет[5], унсӑр пуҫне туйсемпе ҫуралнӑ кунсенче хӑнасене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
Ҫемье
- Ашшӗ — Зайцев Анатолий Иванович.
- Амӑшӗ — Зайцева Альвина Валерьевна.
- Ҫемьере виҫӗ ача: Данила, Дарья тата Владислав.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[6], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Анна Макарова. Потомственный артист чувашской эстрады завоевывает публику харизмой и гармошкой: «Я не стыжусь своего родного языка и инструмента» (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (5 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Данила Зайцев (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Данила Зайцев (выр.). Чувашские песни. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ Сергей Лекеров & Данила Зайцев «Елчĕк—Патăрьел» (выр.). VK Видео. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Данила Зайцев. (выр.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ Благотворительный концерт в поддержку военнослужащих СВО (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (19 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |