Шамбулин Виктор Николаевич
Шамбулин Виктор Николаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Виктор Шамбулин, ҫур. 1992 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ, Кĕтнеçи Сĕнтĕр, Комсомольски районӗ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1992 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Кӗтнеҫи Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ.
Хырай Ӗнел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ (2009), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетне вӗренме кӗнӗ. Иккӗмӗш курсра Раҫҫей Ҫар ретне тӑнӑ, ҫар хӗсметне 2010—2015 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн тинӗс пехотин(выр.)чăв. 810-мӗш десантпа штурм полкӗнче (Севастополь) ирттернӗ[1].
2015—2018 ҫулсенче Игорь Аркадьев йӗркеленӗ ушкӑнра юрланӑ.
2018 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать. Артист Чӑваш Республикинчи ял-хулана, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пуранакан регионсене гастрольсене ҫӳрет, уявсем (туй, ҫуралнӑ кун) йӗркелес, ертсе пырас ӗҫ-хӗлпе тӑрӑшать.
Пултарулӑх
2018 ҫулта «Салам, тӑванӑм» юрӑпа (сӑвви — Валерий Раштавӑн, кӗвви — Пётр Романовӑн) чӑваш эстрадине тухнӑ, Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Вӑрӑм Палюк йӗркеленӗ концерта хутшӑннӑ[1].
Пӗрремӗш харпӑр концертне 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти Агрегат завочӗн культура керменӗнче ирттернӗ[1].
Юррисем: «Юратмалла», «Эсӗ ман юрату», «Туй», «Мӗншӗн», «Икӗ чӗре», «Кирлӗ марччӗ», «Пӗрремӗш юрату», «Салам тӑванӑм», «Кирлӗ марччӗ»[2], «Ан хурлан», «Хӑмӑш», «Чул чӗреллӗ хӗрача», «Анне», «Вӑрласа каяп сана», «Босая девушка»[3] тата ыттисем.
Юррисен авторӗсем: Валерий Раштав, Юрий Кашкӑр, Вӑрӑм Палюк сӑвӑҫсем, Александр Кокшин, Константин Рязанов, Пётр Романов, Юрий Сергеев аранжировщиксемпе композиторсем. Хӑш-пӗр юррин сӑввине хӑех хайлать[1].
Ҫемье
- Ашшӗ — Шамбулин Николай Михайлович;
- Амӑшӗ — Шамбулина Наталия Витальевна;
- Ҫемьере виҫҫӗн ҫитӗннӗ: Виктор, Анна, Александр;
- Мӑшӑрӗ — Надежда Валерьевна;
- Хӗрӗ — Аня[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- 2022 ҫултан Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ;
- «Каҫал ен» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать;
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи(выр.)чăв. ентешсене пулӑшас тӗллевпе ирттерекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Виктор Николаевич Шамбулин Виктор Николаевич. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Виктор Шамбулин (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Шамбулин Виктор слушать онлайн. Музыка Mail.Ru. my.mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
Каҫӑсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |