Афанасьева Любовь Владимировна

Афанасьева Любовь Владимировна (Пушӑ {{ВД-Преамбула}} шаблон) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ тулли мар вӑтам шкулне, Красноармейски вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

1982—1986 ҫулсенче «Шупашкарти промышленнӑҫ тракторӗсен завочӗ» производство пӗрлешӗвӗн йывӑҫ-пукан цехӗнче ӗҫленӗ. Авраам Бурундуков баянист ертсе пыракан хорта юрланӑран пӗрлешӗвӗн шӑрату завочӗн профкомӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ӗҫӗн ертӳҫине ҫирӗплетнӗ, ку ӗҫре 1986—1993 ҫулсенче вӑй хунӑ.

1993 ҫулхи ака уйӑхӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне хута ярсан унта методист пулса куҫарнӑ. 2024 ҫулччен культура керменӗнче методист, администратор, аслӑ администратор пулса тӑрӑшнӑ.

undefined

Пултарулӑх

Юрра-кӗвве шкулта вӗреннӗ чухнех кӑмӑлланӑ, конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышаннӑ. Промышленнӑҫ тракторӗсен заводӗнче ӗҫленӗ хушӑра хорта юрланӑ, хӑй те хор йӗркеленӗ.

Пӗр вӑхӑтрах Кӳкеҫре Шупашкар районӗн тӗп культура керменӗнче те ӗҫленӗ, унта «Юмансар» ушкӑн йӗркеленӗ.

Чӑваш эстрадине 2000 ҫулта тухнӑ. Пӗрремӗш юрри — «Юратуҫӑм, юрату» (сӑвви — Юрий Сементерӗн, кӗвви — Анатолий Никитинӑн).

2002 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пӗрремӗш харпӑр концертне йӗркеленӗ.

Юррисем: «Анне», «Кайӑк пулӑттӑм», «Мӑшӑр кайӑк», «Мӗншӗн, мӗншӗн?», «Савӑнар-ха тӑванпа», «Савнӑ ялӑм», «Тӑван», «Тӑвансем пӗрле пулсан», «Шупашкар», «Ҫуралнӑ кун», «Ҫуркунне», «Эп пуҫлатӑп юрлама», «Ах, савниҫӗм», «Кӗтмен тӗлпулу» тата ыттисем.

Дуэтпа мӑнукӗпе Кристина Софроновапа («Тус-тӑван», «Кукамӑшӗ» тата ытти те) юрлать, ҫавӑн пекех Валерий Клементьевпа, Иван Христофоровпа, Григорий Ваккупа, Сергей Петровпа ҫырна юрӑсем пур.

«Ай, юрлар-и, ташлар-и?», «Кӑмӑлӑма ярам ирӗке», «Тӑван ӑшши», «Тӑвансем, пӗрле пулар…» альбомсем кӑларнӑ.

Юррисен авторӗсем: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Юхма Мишши, Лидия Изекеева сӑвӑҫсем, Василий Филиппов, Николай Кузьмин, Сергей Марков кӗвӗлекенсем

Чӑваш Енри ял-хулара тата республика тулашӗнче концертсем парать. 2024 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кӗҫӗн Чакӑ ялӗнче «Ты живи моя Россия», Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтепе ялӗнче «Тебе, моё село, посвящаю» концерт программисене хутшӑннӑ. 2025 ҫулта Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал Туҫа, Кивӗ Тутайкасси, Энӗшхӗрри ялӗсенче концертсем панӑ. 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Хусан хулинчи Хӗрлӗ лапамра иртнӗ «Песни над Волгой» концерта чӑваш эстрада юрӑҫисемпе пӗрле хутшӑннӑ.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Михайлов Владимир Михайлович.
  • Амӑшӗ — Михайлова Александра Михайловна.
  • Ҫемьере иккӗн ҫитӗннӗ: Виталий, Любовь.
  • Хӗрӗсем — Наталья, Ирина.
  • Ултӑ мӑнук пур.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • 2018 ҫултан Чӑваш Республикинчи «Эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗ» обществалла организацин пайташӗ.
  • Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи(выр.)чăв. ентешсем валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен концертсене хутшӑнать.
  • Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснисен «Трак ен» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать.

Хисепӗсем

  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗн лауреачӗ (2000);
  • Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ;
  • Альберт Канаш ячӗллӗ чӑваш ҫыравҫисен премийӗн лауреачӗ;
  • Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ (2014, 2024).

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем