Раймова Зинаида Андреевна

Раймова Зинаида Андреевна (сцена ҫинчи ячӗ — Зинаида Раймова, ҫур. 1996 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ, Хурамал, Йĕпреç районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1996 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. 1-3-мӗш классенче Хурамал шкулӗнче, 4-7-мӗш классенче Муркаш районӗнчи Москакасси шкулӗнче, 9-10 классенче Шупашкарти Герман Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ. 2016 ҫулта Шупашкарти культура училищине вӗренсе пӗтернӗ.

Суту-илӳре вӑй хурать.

2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче эстрадӑра юрлама пуҫланӑ.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремӗш юрри — «Юратмастӑп сана» (Альбина Юрату — Константин Рязанов).

Иккӗмӗш юррине — «Шурӑ хурӑн» — Алексей Шадриковпа пӗрле ҫыртарнӑ.

Чӑваш Енри тата ҫӗршывӑн чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионӗсенчи ял-хуласенче артист час-часах гастрольсенче пулать, туйсемпе ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Юррисем

Пӗччен юрлаканнисем: «Юрат мана, юрат», «СМС яр Анюка», «Пӗр сӑмах та ан кала», «Юратмастӑп сана»[1] тата ыттисем.

Репертуарӗнче ҫавӑн пекех ытти юрӑҫсемпе дуэтпа(выр.)чăв. юрлаканнисем пур: Ирина Шинжаевапа («Ан юратӑр», «Ӑҫта-ши эс ман, принц?»), Сергей Петровпа («Ма-ши?», «Юрату — суран»), Алексей Шадриковпа («Шурӑ хурӑн»)[1].

Ҫитӗнӗвӗсем

2025 ҫулта Зинаида Раймова «Миссис Чувашия-2025» конкурсра «Миссис Карат-2025» номинацире çĕнтернĕ[2][3].

undefined

2026 ҫулта вăл Таиландра иртнĕ «Mrs. Tourism Queen International 2026» конкурсра тăваттăмĕш вице-миссис титула çĕнсе илнĕ. Унта тĕнчери 21 çĕршывран хутшăннă[3][4].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[5].

Ҫемье

Ывӑл пур — Марк.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 RAYMOVA - Shazam(паллӑ мар). Shazam. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  2. ^ Симикова Полина. В Чебоксарах выбрали новую обладательницу короны «Миссис Чувашия» (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (14 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Дина Елманова. Жительница Чувашии стала вице-миссис конкурса красоты в Таиланде (выр.). АиФ-Чувашия (9 ҫӗртмен 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  4. ^ Певица из Чувашии завоевала титул на конкурсе красоты в Таиланде (выр.). forum.na-svyazi.ru (8 ҫӗртмен 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  5. ^ Информация (выр.). vk.com. БУ «Калининский дом-интернат» Минтруда Чувашии (26 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем