Асамат (ушкӑн)
Асамат — Раҫҫей эстрада ушкӑнӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ, пултарулӑхӗпе Чӑваш Республикинчи тата чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсенче палӑрнӑ.
Кун-çулĕ
Ушкӑна 2010 ҫулта маларах «Янташ» ушкӑнра юрланӑ юрӑҫсем йӗркеленӗ.
Малтанхи йышра Римма Журавлёва, Валерий тата Елена Кузьминсем, Галина Иванова-Катейкина, Леонид Антонов, Лидия Васильева, Алина Михайлова, Вячеславпа Надежда Долговсем пулнӑ.
2015 ҫулта ушкӑнран Мускава пурӑнма куҫнӑ Вячеславпа Надежда Долговсем кайнӑ, Алина Егорова килнӗ.
2021 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне ӗҫлеме куҫнӑ Леонид Антонов кайнӑ (2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен вара — ансамблӗн ертӳҫи), ушкӑна Валерий Кузьмин ертсе пырать.
2026 ҫул тӗлне ушкӑнра Валерий тата Елена Кузьминсем, Галина Иванова-Катейкина тата Алина Корнилова юрлаҫҫӗ. 2026 ҫулта ушкӑн Алексей Шадриковпа пӗрле «Сан çинчен» юрӑ кӑларнӑ[1].
Ушкӑн Чӑваш Республикинчи ял-хулана[2], ҫавӑн пекех чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене гастрольсене кайса ҫӳрет: Тутарстан тата Пушкӑртстан республикисенчи, Чӗмпӗр, Самар, Пенза облаҫӗсенчи хуласемпе ялсене, ҫавӑн пекех Ӗпхӳ, Хусан, Димитровград, Ҫыранлӑ Чаллӑ, Ҫтерлӗ, Сургут, Тӗмен, Нефтеюганск, Нижневартовск тата ытти хуласене.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[3], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[4] хутшӑнать.
Репертуарĕ
Юррисем: «Ӑшӑтсам», «Пирĕн çĕршывра», «Вĕçсе пырать», «Кăвак куç», «Ан кулян», «Анне», «Ăçта-ши эс куккукĕ?», «Кумма», «Манса каяймастăп», «Парне пани телей мар», «Пурнăç урапи», «Тыткăнри юрату», «Улмуççи», «Чăваш чĕлхи», «Чăн сăмахăн суйи çук», «Шурă хурăн», «Çамрăклăх килет пĕрре», «Çунать çăлтăр», «Юратар»[5] тата ыттисем.
Ушкӑн шӑрантаракан юрӑсене кӗвӗлекенӗ — Алина Михайлова. Сӑввисен авторӗсем: Алина Михайлова, Валерий Кузьмин тата ыттисем те. Ушкӑн репертуарӗнче(выр.)чăв. илемлетнӗ халӑх юррисем те пур.
Ӑнлантарусем
- ^ Асамат (выр.). Apple Music. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ Эстрадная группа «Асамат» на сцене Мадикского СК (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики (24 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Вера Захарова. Для тех, кто на передовой (выр.). Советская Чувашия (17 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ Благотворительный концерт артистов чувашской эстрады С любовью к детям... (выр.). Студенческий совет ЧГУ им. И. Н. Ульянова (16 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ ASAMAT ушкăн (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |
