Архипов Иван Леонидович
Архипов Иван Леонидович (сцена ҫинчи ячӗ — Иван Архипов, ҫур. 1985 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ, Пайсупин, Красноармейски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1985 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Красноармейски районӗнчи Упи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче 7 класс вӗренсе пӗтернӗ, 8—11 классене Красноармейски 2-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ.
2003—2008 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академинче вӗреннӗ, хӗрлӗ дипломпа пӗтерсе ветеринари врачӗн специальнӑҫне алла илнӗ.
2008—2011 ҫулсенче Атӑл-Вятка патшалӑх службин академийӗнче вӗренсе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ («патшалӑх муниципалитет управленийӗ» специальнӑҫ).
2007—2021 ҫулсенче харпӑр усламҫӑ пулса вӑй хунӑ.
2015 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать, уявсем (туй, юбилей, ҫуралнӑ кун, ялсемпе предприятийӗсен уявӗсем) йӗркелес тата ертсе пырас енӗпе тӑрӑшать.
Пултарулӑх
Шкулта вӗреннӗ чухнех юрланӑ, районти тата республикӑри конкурссене хутшӑннӑ. «Волготрансгаз» организацин «Заволжский» клубӗнчи «Шурӑмпуҫ» юрӑпа ташӑ ансамбльне (ертӳҫи — В. П. Шумилов) йыхравланӑ, ушкӑнпа ҫӗршывра тӗрлӗ регионта гастрольте пулнӑ, 2000 ҫулта Турцире иртнӗ Тӗрӗк халӑхӗсен фестивальне хутшӑннӑ[1].
Пысӑк сцена ҫине 2004 ҫулта «Каҫарсам» (аранжировка — Игорь Аркадьев, сӑмахӗсем — Виталий Осипов тата Иван Архипов).
Пӗрремӗш концертне 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Я. Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче ирттернӗ[2].
«Пар-ха аллуна, тӑван» альбом кӑларнӑ[1].
Юррисем: «Ташла», «Ирĕклĕ çил», «Тăвансем патĕнче», «Чăнкă ял каччи», «Мӑшӑр пултӑр юнашар», «Çук теме ан васка», «Ан хурлан, тӑван», «Ĕмĕтсенчен килтĕн», «Кÿршĕ», «Пар-ха аллуна, тӑван», «Уяв юрри», «Шӑпчӑксем манпа юрлаҫҫӗ», «Ытарайми аннем»[3] тата ыттисем.
Юррисене авторӗсем: Юрий Сементер, Альбина Юрату, Юрий Кашкӑр сӑвӑҫсем, Константин Рязанов, Сергей Марков, Василий Филиппов аранжировщиксем тата ыттисем.
Чылай юррин сӑввисемпе кӗввисене хӑех ҫырать.
Ҫитӗнӗвӗсем
- Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк юрӑҫсен «Вут кайӑк» конкурсӑн икӗ хут лауреачӗ (Иваново);
- Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк юрӑҫсен «Ҫутӑ хурт» конкурсӗн Гран-прийӗ (Чулхула);
- Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк юрӑҫсен «Ҫутӑ хурт» конкурсӗнче 1-мӗш вырӑн (Чулхула);
- Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк юрӑҫсен «Ҫутӑ хурт» конкурсӗн 2-мӗш вырӑн (Чулхула)[1].
Ҫемье
- Ашшӗ — Архипов Леонид Иванович.
- Амӑшӗ — Архипова Зинаида Ивановна.
- Ҫемьере виҫҫӗн ҫитӗннӗ: Василий, Вячеслав, Иван.
- Мӑшӑрӗ — Анна.
- Ывӑлӗ — Аристарх.
- Хӗрӗ — Амелия.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен, ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
- 2022 ҫултанпа Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснисен «Трак ен» ентешлӗхӗн правленийӗн ертӳҫи[4], маларах ертӳҫӗ ҫумӗ, правлени пайташӗ пулнӑ.
Хисепӗсем
- «Красноармейски районне никӗсленӗренпе 90 ҫул» медаль;
- Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин Хисеп хучӗ;
- Шупашкар хула администрацийӗн Тав хучӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхат, 2020. — 476. — С. 246—250.
- ^ Концерт Ивана Архипова (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (22 нарӑсӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Иван Архипов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ В народном празднике Красноармейского муниципального округа «Акатуй -2022» вручили почётные грамоты Общественной палаты Чувашии (выр.). Общественная палата Чувашской Республики (20 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |