Данила Ленский

Данила Ленский (паспортри ячӗ — Александр Владимирович Ульянов, ҫур. 1987 ҫулхи акан 21-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1987 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ашшӗ — вырӑс, амӑшӗ — чӑваш. Ҫапах хӑйне чӑваш тет[1].

«Мега Галакси» кану ҫуртӗнче ӗҫленӗ чухне хушма ятне тупнӑ — Данила Ленский[1].

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институтӗнче вӗреннӗ.

2020 ҫулта Пӗрремӗш каналпа тухакан «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑннӑ[2].

ЮТВ телеканалта вӑй хурать.

undefined

Пултарулӑх

«Каҫхи тӗтре» (2024)[3] альбом кӑларнӑ.

Юррисем: «Арканчӗ юрату», «Савнӑ ҫыннӑм», «Тӑван кил», «Чӑваш ен», «Эп сана курасшӑн», «Юлашки хут», «Аслӑ пичче», «Кам-ши?», «Лар, аннеҫӗм, юнашар», «Тӑвансемӗр», «Салам, туссем», «Шӑнкрав курӑкӗ», «Саншӑн кӑна», «Ҫурхи вӑрманта»[4], «Парнелер чечексем», «Ир те каҫ», «It’s My Life»[3] тата ыттисем те.

Дуэтпа Полина Борисовапа («Вӗҫ ҫӳлелле»), Алина Савельевапа («Вӑрттӑн юрату»), Ольга Семёновапа («Каҫхи тӗтре», «Каҫар та сывӑ пул», «Пӑхман хӗвеле пӑхтараймӑн»), Алина Выйгетовапа («Эп ыталатӑп сана»), Ирина Шинжаевапа («Тӗнчере пурӑнни ахаль мар», «Эсӗ ман мар»), Надежда Кузьминапа («Ах, лайӑх-ҫке») тата ыттисемпе юрлать[4].

Юрий Кашкӑр, Альбина Юрату, Лидия Изекеева сӑвӑҫсемпе, Александр Павлов аранжировщикпа ытларах ӗҫлет.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать[5].

Алина Выйгетова юрӑҫпа пӗрле «Пӗрле пулар-и?», «Чи лайӑх дуэтсем» тата ытти шоу-кӑларӑмсене йӗркелекен тата ертсе пыракан[6]. Вӗсем йӗркелекен шоусем ЮТВ телеканалта кун ҫути кураҫҫӗ.

ЮТВ телеканал ҫулсерен ирттерекен премийӗн продюсерӗ тата ертсе пыраканӗ.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Ульянов Владимир Ильич, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, вырӑс, «Теплосеть» предприятире ӗҫленӗ.
  • Амӑшӗ — Ульянова Лидия Николаевна, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫуралнӑ, чӑваш, ҫӑкӑр заводӗнче вӑй хурать.
  • Пиччӗшӗ — Дима[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 189—194.
  2. ^ Лада Маркизова. Данила Ленский мода кăларăмне хутшăннă. www.hypar.ru (11 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Данила Ленский (выр.). www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Данила Ленский (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  5. ^ Сколько стоят звёзды чувашской эстрады на корпоративе? (выр.). События Чувашии (10 пушӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  6. ^ Коллектив «Илем» — на Открытии творческого сезона в ДК «Тракторостроителей» (выр.). МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского муниципального округа (30 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  7. ^ Данила Ленский в гостях у ребят Кугесьского детского дома. (выр.). «Кугесьский детский дом-интернат» Министерства труда и социальной защиты Чувашской Республике (16 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем