Ака, 21
Пулса иртнĕ
- п.эрч. 753 çул — Рима никĕсленĕ вăхăт
- 1519 — Кортес Мексикăн çыранне аннă
- 1898 — Испан-американ вăрçи пуçланать
- 1910 — Мускавра Марфа-Мари обителĕ (капăрл.) уçăлнă
- 1918 — «Хĕрлĕ баронăн» самолётне персе антарнă
- 1925 — Чăваш автономи облаçĕ вырăнне Чăваш Автономи Социаллă Совет Республикине туса хунă.
- 1925 — Шупашкар Чăваш АССРĕн тĕп хули пулса тăнă.
- 1946 — Троица-Сергий Лавринче чиркӳ кĕллине ирттерме тытăннă
- 1960 — Бразилин тĕп хулине — Бразилиа — туса пĕтернĕ
- 1967 — «Хура полковниксем» Грецире çар пăтăрмахне тунă
- 2007 — Кăнтăр Королинăра иртекен авиашоу вăхăтĕнче F/A-18 «Хорнет» истребитель персе аннă. Лётчикĕ вилнĕ.
- 2007 — Чарльз Симони, пиллĕккĕмĕш космос турисчĕ 16 сехет те 30 минутра Çĕр çине таврăннă.
Çуралнă
- 1735 — Кулибин Иван Петрович, хăй мелĕпе вĕреннĕ вырăс механикĕ.
- 1947 — Михайловский Михаил Алексеевич, Чăваш Ен Патшалăх Канашлăвĕн председателĕ.
Вилнĕ
- 1073 — II-мĕш Аленсандр атте.
- 1910 — Марк Твен, АПШ çыравçи.