Александров Вячеслав Леонидович
Александров Вячеслав Леонидович (сцена ҫинчи ячӗ — Вячеслав Александров, ҫур. 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ, Çĕнĕ Мăнтăр, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи, композитор[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Чупай вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ (1983). Шкул хыҫҫӑн ҫар хӗсметне тӑриччен ялти культура ҫуртӗнче пултарулӑх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ[1].
1984—1986 ҫулсенче Беларуҫре стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсенче(выр.)чăв. хӗсметре тӑнӑ[1].
1986—1989 ҫулсенче Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ[2].
1989—1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗнче хор артисчӗ пулса вӑй хунӑ.
Сӗтел-пукан енӗпе харпӑр усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ, 1999 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пынӑ.
2021—2024 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче сценӑна илемлӗх кӳрекен пулса ӗҫленӗ, 2024 ҫултан — К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче[2].
Пултарулӑх
Шкулта вӗреннӗ чухнех юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑкланнӑ. Кӗвӗленӗ пӗрремӗш юррисем: чӑвашли — «Туйӑнать кӑна пуль» (Марина Карягина сӑввипе), вырӑсли — «Достучиться»[2].
Ун юррисене Валентина Михайлова, Света Яковлева, Людмила Семенова, «Уяв» ушкӑн тата ыттисем юрлаҫҫӗ[1].
1999 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче пӗрремӗш харпӑр концертне ирттернӗ[2].
«Юратнӑран» альбом кӑларнӑ[2].
Юррисем: «Аннеҫӗм», «Ман санпа пулас килет», «Пурнӑҫ ҫулне такӑрлатар пӗрле», «Савнӑ тусӑм», «Сан аллу, куҫу, туту»[3] тата ыттисем.
Сцена ҫинче ытларах Валентина Михайловапа дуэтпа юрлать[3], ҫавӑн пекех Света Яковлева, Алина Михайлова юрӑҫсемпе ҫырнӑ дуэтсем пур[2].
Марина Карягина, Владимир Рыбкин, Валентина Тарават, Олег Шайкин, Роза Беляева, Николай Дворов тата ыттисен сӑввисене кӗвве хывнӑ[2].
Ҫемье
- Ҫемьере тӑваттӑн ҫитӗннӗ: Олег, Николай, Вячеслав, Владимир.
- Мӑшӑрӗ — Любовь Сергеевна.
- Ывӑлӗ — Максим[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- «Вӑрмарсем» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Вячеслав Александров, композитор, звукооператор, арт-менеджер (выр.). mosentesh2.ucoz.ru (13 пушӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Вячеслав Леонидович Александров Вячеслав Леонидович. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Вячеслав Александров (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
Каҫӑсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |