Эдуард Комиссаров

Эдуард Комиссаров (ҫур. 1988 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ, Мускав, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1988 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Виҫӗ ҫулта чухне тӑлӑха тӑрса юлнӑ, кукамӑшӗ патӗнче Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче ҫитӗннӗ[1].

Шулю пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче 8 класс вӗренсе пӗтернӗ, 9-11 классенче Хӗрлӗ Чутай гимназийӗнче вӗреннӗ[2].

2006—2008 ҫулсенче ҫарта хӗсметре Дагестанра, Ставрополь крайӗнчи Будённовск хулинче, Кабарда-Балкар Республикинчи Прохладный хулинче хӗсметленнӗ[1][2].

Ҫартан таврӑнсан Шупашкарти право академине (2015) вӗренсе пӗтернӗ, юрист пулса ӗҫленӗ[2].

Мускав политехника университечӗн Шупашкарти институтӗнче (2021) иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ, Мускаври ту академийӗн строительство факультетне (2022) вӗренсе пӗтернӗ.

Ҫарта тепӗр хут контракт ҫырса хӗсметленнӗ, Камчаткӑра матрос пулса вӑй хунӑ[2].

undefined

Пултарулӑх

Пысӑк сцена ҫине 2009 ҫулта «Хӗрсем, хӗрсем» юрӑпа (сӑввине те, кӗввине те Эдуард Табаев хайланӑ) тухнӑ[2]. 2009 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать.

«Аталан» эстрада ушкӑнӗнче юрланӑ[1].

Юррисем: «Анне», «Вӑрттӑн юрату», «Калăр-ха мана», «Пĕр сана юратап», «Сана ман юрамасть савма», «Чăтăмсăр туйăм», «Чиперккеçĕм», «Чунăмçăм», «Шур акăш пек», «Юрату», «Юрату парне»[3] тата ыттисем.

Дуэтпа Алёна Алексеевапа («Юрату-парне»), Светлана Вутӑшпипе («Чӑваш хӗрӗ»), Полина Борисовапа («Савнă чух») юрлать[3].

Юррисен авторӗсем: Эдуард Табаев, Ольга Кондратьева, Типшĕм Сашук, Вăрăм Палюк (Владимир Рыбкин) тата ыттисем[1].

Ҫемье

  • Арӑмӗ — Роза, Дагестанран, вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ[2].
  • Виҫӗ ача — ывӑл тата икӗ хӗр.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснисен «Чавал» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Замуткина. Эдуард Комиссаров: «Ман ачаранах юрлас килетчӗ». Красночетайский муниципальный округ Чувашской Республики (26 ҫурлан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 458—462.
  3. ^ 1, 2 Эдуард Комиссаров (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем