Петрова Вера Юрьевна
Петрова Вера Юрьевна (сцена ҫинчи ячӗ — Вероника Пинеслу, хӗр чухнехи хушамачӗ — Шуркина; ҫур. 1993 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ, Чĕмпĕр, Чӗмпӗр облаҫӗ, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1993 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче ҫуралнӑ. Ача чухнех ҫемйи Тутарстанри Пӑва хулине пурӑнма куҫнӑ[1][2].
Пӑва хулинчи 2-мӗш лицее вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑн пекех Пӑвари 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче фортепиано класӗнче вӗреннӗ, ҫавӑн пекех хорта юрланӑ, ташӑ кружокне ҫӳренӗ[1].
Икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ: И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институтӗнче вӗреннӗ[3].
Пултарулӑх
2017 ҫулта «Ҫынсем, юратӑр пӗр-пӗрне» ятлӑ пӗрремӗш харпӑр альбомне кӑларнӑ[3].
Юррисем: «Пулам-и санӑн ҫӑлтӑру», «Мӗншӗн юрататӑп-ши сана?», «Зуби-зуби», «Юрату кӑварӗ», «Суйламасть никам та аннене», «Ах, аннеҫӗм, ялан-ялан пурӑн», «Эс мана савмастӑн», «Ман чӗрере», «Сана шыратӑп пур ҫӗрте те», «Симӗс куҫлӑ хӗр», «Талай хирне ӳкӗттӗм эп ҫитсе», «Ҫынсем, юратӑр пӗр-пӗрне», «Телейлӗх тӗнчи ҫумрах», «Юратӑвӑм сӳнмӗ»[4] тата ыттисем.
Дуэтпа юрлаканни: «Симӗс куҫлӑ хӗр» (Вероника Пинеслу, Типшӗм Сашук)[4].
Ҫитӗнӗвӗсем
Вероника Пинеслу ачаранах пултарулӑх конкурсӗсенче хутшӑннӑ. Республика, хула тата район шайӗнчи сӑвӑ конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ, сӑввисене вырӑнти хаҫатсенче пичетленӗ. Илем тата пултарулӑх конкурсӗсенче юрӑҫ ҫак ятсене тивӗҫнӗ[1]:
- «Мисс Золотая осень — 2009»;
- «Мисс Очарование — 2010»;
- «Мисс Золотая осень — 2010»;
- «Вице-мисс — 2011»;
- «Королева цветов — 2011»[2].
Тӗнчери илем тата пултарулӑх конкурсӗсенче хутшӑннӑ: «Miss Fotomodel Canada — 2013», «Народная красавица России — 2013», Турцире иртнӗ «Miss International 2017». 2012 ҫулта Шупашкарти «Мисс Волга — Volga Models» модель агентствинче вӗренсе тухнӑ. Унӑн конкурс пултарулӑхӗнчи ҫитӗнӳсем[1]:
- I Республика ҫамрӑк юрӑҫсен «Шуҫӑм» конкурсӗн дипломӗ (2014);
- «Ярмарка звёзд» халӑх пултарулӑхӗн музыка фестивалӗн лауреат дипломӗ тата «Куракансем юратнӑ юрӑҫ» приз (2018, Мускав);
- «Star.Generation — Поколение новых звёзд» тӗнчери вокалистсен конкурс-фестивалӗн III степеньлӗ лауреат дипломӗ (2019, Мускав);
- «Планета „Казань“» ача-пӑча тата ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхӗн тӗнчери фестиваль-конкурсӗн III степеньлӗ лауреат дипломӗ (2019);
- «Золотой голос России» тӗнчери вокал фестивалӗн III степеньлӗ лауреат дипломӗ (2019, Мускав);
- «Princess of the East — 2020» («Принцесса Востока — 2020») тӗнчери хӗвелтухӑҫ ташшисен конкурс-фестивалӗнче иккӗмӗш вырӑн тата медаль (Чулхула, 2020)[2].
Ӳнерте
- 2013 ҫулта Марина Карягина ӳкернӗ, Вероника Пинеслу хутшӑннӑ «Дамский угодник» фильм Черкесскри «Кунаки» фестивалӗн дипломне тивӗҫнӗ.
- Пултарулахӗ ҫинчен «Просыпайся легко» (2016, ЮТВ) телекӑларӑмра, «Аваллӑхран – пуласлӑха» (Николай Смирнов (Шумер), 2016) кӗнекере, Турцири («TÜRKSOY»), Казахстанри («Кызылординские вести»), Саха-Якутири, Чӑваш Республикинчи («Самант», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Тӑван ен», «Хыпар»), Тутарстанри («Знамя», «Байрак», «Ялав»), Пушкӑртстанри («Урал сасси») хаҫат-журналта ҫырнӑ, кӑтартнӑ.
- Ун сӑнне художниксем ӳкернӗ: Виталий Яковлев, Гриша Никаноров.
- Поэтсем халалласа сӑвӑсем ҫырнӑ: Юхма Мишши, Алина Тайпи, Николай Смирнов (Шумер), Ксения Тайпи тата ыттисем[1].
Кӑсӑклану
- Вероника Пинеслу ачалӑхран ташӑпа кӑсӑкланать: малтан инди ташшисене ташланӑ, кайран хӗвелтухӑҫ ташшисене кӑмӑлланӑ.
- Ӳкерме юратать, хӑй валли чӑваш наци тумӗсемпе капӑрсем тӑвать.
- Ют чӗлхесене вӗренет. Вырӑс, чӑвашпа тутар чӗлхисемсӗр пуҫне турккӑ, акӑлчан, итальян, нимӗҫ тата француз чӗлхисене вӗреннӗ. Ачалӑхра хӑй тӗллӗнех кану кунӗсенче медресене араб чӗлхине вӗренме ҫӳренӗ[1].
Ҫемье
- Амӑшӗ — Алина Тайпи;
- Пӗртӑванӗсем — Ирина, Мальвина;
- Упӑшки — Павел;
- Хӗрӗ — Элина[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Вероника Пинеслу. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Вероника Пинеслу (выр.). veronikapineslu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Маслова Елизавета. Девять весенних и красивых певиц чувашской эстрады (выр.). Про Город (5 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Вероника Пинеслу (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
Каҫӑсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |