Выйгетова Алина Анатольевна

Выйгетова Алина Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Алина Выйгетова, ҫур. 1981 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ, Патреккел, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Патреккел вӑтам шкулӗнче 10 класс вӗреннӗ, 11-мӗш класа Елчӗк районӗнчи Курнавӑш лицейӗнче кӗмӗл медальпе вӗренсе пӗтернӗ. Лицей хыҫҫӑн 1999 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина институтне вӗренме кӗнӗ, 2005 ҫулта «сиплев ӗҫӗ» факультета вӗҫлесе терапевт специальнӑҫне алла илнӗ. 2007 ҫулта интернатура вӗренсе пӗтернӗ. Анчах врач пулса ӗҫлемен[1].

2003 ҫултан эстрада сцени ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать.

undefined

Пултарулӑх

Сцена ҫине шкулта вӗреннӗ чухне тухнӑ, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халӑх хорӗнче юрланӑ: малтан — ача-пӑча ушкӑнӗнче, кайран — аслисен хорӗнче. Ялти «Асамат кӗперӗ» вокалпа инструментсен ансамблӗнче солистка пулнӑ[1].

Лицейра тата университетра вӗреннӗ чухне юрӑ тӗнчинчен уйрӑлнӑ, каялла 2003 ҫулта таврӑннӑ. Пӗрле ӳснӗ, Патреккел халӑх хорӗнче пӗрле юрланӑ Полина Борисова сӗннипе Игорь Аркадьев продюсер центрӗ йӗркеленӗ «Ҫӑлтӑрсен фабрикине» хутшӑннӑ, иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Аркадьев вара ӑна пӗрле ӗҫлеме сӗннӗ. Пӗрремӗш юррине — «Асӑмри юрӑ» — Аркадьевах ҫырса панӑ[1].

«Чун юрри» (2023), «Айтӑр юрлар-и?» (2025) альбомсем кӑларнӑ[2].

Репертуарӗнче 100 ытла юрӑ. Юррисем: «Килсе кай», «Айтӑр юрлар-и?», «Мӑшӑрӑм», «Урамра ҫулла», «Шурӑ хурӑн», «Ҫук-ҫук», «Эп тутлӑ ыйхӑра», «Каччӑ, каласам», «Пӗрле пулар-и?», «Туй юрри», «Хитре хӗрача», «Шурӑ юр», «Юрататӑп эп сана, аннеҫӗм», «Кӳршӗ ял каччи», «Ташлӑр халӗ ташшине», «Тутлӑ тӗлӗк», «Чӑннипех килӗшетӗп пулсан», «Юрлатӑп эп», «Ҫуралнӑ эпӗ юрлама», «Ҫук, ан кала эс мана»[3], «Ма пулман-ши эп хитре?», «Шурӑ хурӑн айӗнче», «Мулӗ», «Ман джентельмен», «Кулӑ»[4] тата ыттисем те.

Вырӑсла та юрлать: «Милый рыцарь мой», «Я рождена, чтобы любить» тата ыттисем те.

Типшӗм Сашук («Эп пӗччен мар»), Данила Ленский («Эп ыталатӑп сана»), Виталий Осипов («Тирек мамӑкӗ»)[3], Андрей Смирнов («Эс ман телей»), Игорь Иванов юрӑҫсемпе дуэтпа, «Апельсин каччисемпе» («Ҫук, никам та кирлӗ мар») ушкӑнпа ҫыртарнӑ юрӑсем пур.

Юррисен авторӗсем: Игорь Аркадьев, Юрий Кашкӑр, Типшӗм Сашук, Сергей Марков, Константин Рязанов, Александр Павлов, Альбина Юрату (юрӑ сӑмахӗсем), Павел Черновпа Владимир Рыбкин (юрӑ сӑмахӗсем) тата ыттисем те. Чылай юррин авторӗ хӑйех.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[5], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Данила Ленский юрӑҫпа пӗрле «Пӗрле пулар-и?», «Чи лайӑх дуэтсем» тата ытти шоу-кӑларӑмсене йӗркелекен тата ертсе пыракан[6]. Вӗсем йӗркелекен шоусем ЮТВ телеканалта кун ҫути кураҫҫӗ.

ЮТВ телеканал ҫулсерен ирттерекен премийӗн продюсерӗ тата ертсе пыраканӗ.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Выйгетов Анатолий Никандрович, агроном пулса ӗҫленӗ, тивӗҫлӗ канура.
  • Амӑшӗ — Выйгетова Анастасия Николаевна, фельдшерта ӗҫленӗ, тивӗҫлӗ канура.
  • Ҫемьере пиллӗкӗн ӳснӗ: Наталья, Юрий (ҫамрӑкла пурнӑҫран уйрӑлнӑ), Владимир тата Олесяпа Алина йӗкӗрешсем.
  • Мӑшӑрӗ — Жуков Андрей Валерьевич.
  • Хӗрӗ — Александра.
  • Ывӑлӗ — Артём[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 81—86.
  2. ^ Алина Выйгетова (выр.). Звук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Алина Выйгетова (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  4. ^ Алина Выйгетова (выр.). www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  5. ^ Челкасинцы отметили праздник Святой Троицы (выр.). Лента новостей Чувашии. Урмарский муниципальный округ Чувашской Республики (25 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  6. ^ Коллектив «Илем» - на Открытии творческого сезона в ДК «Тракторостроителей» (выр.). МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского муниципального округа (30 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  7. ^ Благотворительный концерт состоялся в Моргаушском Доме культуры (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики (24 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем