Иовлева Наталья Валерьевна
Наталья Валерьевна Иовлева (сцена ҫинчи ячӗ — Наталья Кулай, ҫур. 1981 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1981 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти 49-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 1996 ҫулта 9 класс вӗренсе пӗтернӗ. Шупашкарти Ҫыхӑну электротехникумӗнче (1996—2000) вӗреннӗ.
2010 ҫулта Санкт-Петербург патшалӑх инженерипе экономика университечӗн (ИНЖЭКОН)(выр.)чăв. Шупашкарти филиалне вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
2007—2012 ҫулсенче «Чӑваш ен» телерадиокомпанире администратор, унтан телехыпарсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ.
2014 ҫултан «Раҫҫей почтин»(выр.)чăв. Чӑваш Республикинчи управленийӗнче вӑй хурать.
Пултарулӑхӗ
Ачаранах, ашшӗпе амӑшӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗрен, сцена ҫине тухнӑ, спектакльсене хутшӑннӑ. Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменне вокал студине ҫӳренӗ.
Чӑваш эстрадине 1999 ҫулта амӑшӗпе — Елена Иовлевапа — «Анне» юрӑпа тухнӑ.
Пӗччен юрлакан юррисем: «Ĕмĕр кĕтнĕ тӗлпулу», «Качча кайсан», «Сана юратсах», «Санран лайăххи эп курман», «Сивĕннӗ манран савни», «Халиччен», «Юрат мана»[1] тата ыттисем.
Репертуарӗнче Елена Иовлевапа дуэтпа юрлакан юрӑсем пур, ҫавӑн пекех дуэтпа Игорь Никифоровпа, Константин Ефремовпа юрланӑ.
Юррисен сӑмахӗсене Елена Иовлева ҫырать, Сергей Марков аранжировщикпа, Олег Кӑйкӑр композиторпа ӗҫлет.
Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене концертсемпе ҫӳрет.
Ҫемье
- Ашшӗ — Иовлев Валерий Васильевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, театр актёрӗ тата режиссёрӗ, «Чӑваш ен» телерадиокомпанин тӗп режиссёрӗ пулнӑ.
- Амӑшӗ — Иовлева Елена Васильевна, чăваш эстрада юрӑҫи, актриса, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
- Мӑшӑрӗ — Мануиловский Валерий Сергеевич.
- Ачисем — Елена, Иван, Валерия[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Наталья Кулай (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхат, 2020. — 476. — 221—225 с.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |