Ильин Александр Николаевич

Ильин Александр Николаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Александр Ильин, ҫур. 1967 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ, Çатăрка Çырми, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1967 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Ҫатӑрка Ҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ.

1985 ҫулта Ҫӗрпӳри ҫутӗҫ культура училищине оркестр уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ хушӑрах салтака илнӗ, 1986—1988 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче малтан Куйбышевра, унтан Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче(выр.)чăв. хӗсметре пулнӑ. Ҫартан таврӑнсан 1989 ҫулта училищерен вӗренсе тухнӑ.

1990 ҫултан пуҫласа Вӑтапуҫ ял культура керменӗнче илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.

2012 ҫулта Хусанти Социаллӑ тата гуманитари пӗлӗвӗсен институтне вӗренсе пӗтерсе «менеджмент» енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

undefined

Пултарулӑх

Эстрадӑри ӗҫ-хӗлне 1990 ҫулта, Вӑтапуҫ культура ҫуртӗнче «Асамат» вокалпа инструментсен ансамбльне(выр.)чăв. йӗркелесе пуҫланӑ, ушкӑнра солист пулнӑ.

«Асамат» ушкӑнӑн пӗрремӗш юррисем: «Асамат», «Ҫил-тӑманӑм», «Кукамай», «Аса ил-ха» тата ыттисем те.

Юррисен сӑмахӗсен авторӗсем Чӗкеҫ Люҫҫи, Юрий Никитин, кӗвӗлекенӗсем — Геннадий Николаев, Александр Ильин.

«Асамат», «Эсӗ манӑн чӗрере», «Ҫӗрӗ ҫаврака — пурнӑҫ тӑваткал» тата ытти альбомсем кӑларнӑ.

1994 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: пайӑррӑн концертсем йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать.

Пӗччен юрлакан юррисем: «Асамат», «Шăматкун», «Кам çуралнă паян?», «Ан юрат», «Ăраскал», «Аса илсем», «Ах, ăҫта-ши?», «Аякри юмах», «Вун çиччӗри хĕрача», «Иккӗлленӗ юрату», «Кăсăя», «Кирлĕ мар», «Куçусем», «Лекрӗм санăн тыткӑнна», «Манас çук», «Мантăн-им?», «Сăра», «Тăван», «Телейлĕ юрату», «Уйăх», «Хăнара», «Шăматкун каçхине», «Çумăр», «Çуралнă кун», «Çуркунне», «Эх, тӑван», «Юрамасть», «Юрату телейĕ»[1] тата ыттисем.

Юлашки ҫулсенче сцена ҫине мӑшӑрӗпе пӗрле тухать, пӗрле юрлакан юррисем: «Ăшăтсам ман чуна», «Килтӗм тăван патне», «Ан ÿпкелешĕр», «Мӑшӑрсен юрри», «Хăмăр куçусем», «Эсĕ манпа», «Ман чӗрере юрату», «Эпӗ те чӑваш», «Ман телейӗм», «Ӑшӑтсам мана»[2] тата ыттисем те.

Юрӑ сӑввисене Юрий Кашкӑр ҫырать, Сергей Марков, Александр Павлов, Константин Рязанов аранжировщиксемпе ытларах ӗҫлет.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[3], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет[4], туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Республикӑри чӑваш эстрада юрӑҫисен фестиваль-конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи («Асамат» ушкӑнпа, Комсомольски);
  • Пӗтӗм чӑвашсен «Чӑваш ен кӗввисем» фестиваль-конкурсӗнче 3-мӗш вырӑн (1994).

Хисепӗсем

Ҫемье

  • Мӑшӑрӗ — Ильина Алёна Николаевна.
  • Ывӑлӗ — Николай.
  • Хӗрӗ — Ирина.
  • Ывӑлӗ — Владимир.
  • Ывӑлӗсемпе хӗрӗ ҫемьеленнӗ, 2 мӑнук пур.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Канаш районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[5].
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[6], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Александр Ильин. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  2. ^ Александр Ильин. www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  3. ^ Новогодний концерт Александра Ильина и других звёзд чувашской эстрады в Среднетатмышском СДК (выр.). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (4 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  4. ^ Любовь Тукаева. Артисты чувашской эстрады выступили в Казани (выр.). Информационный центр Дома Дружбы народов Татарстана (12 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  5. ^ Уроженцы города Канаш и Канашского района собрались на празднике землячества «Канашсем» в столице республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (24 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  6. ^ 10 марта в Старочелны-Сюрбеевском СДК прошёл благотворительный концерт в поддержку участников СВО (выр.). МБУК «ЦКС» Комсомольского района Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем