Семёнов Сергей Михайлович
Семенов Сергей Михайлович (сцена ҫинчи ячӗ — Сергей Королевский, ҫур. 1983 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ, Тусай, Красноармейски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1983 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Красноармейски районӗнчи Упи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ, Шупашкарти Н. В. Никольский ячӗллӗ педагогика училищинче музыка педагогикин уйрӑмӗнче вӗреннӗ (2008). И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ (2014). Ҫавӑн пекех 8-мӗш тата 12-мӗш професси паракан колледжсенче автослесарь(выр.)чăв. тата плиточник-облицовщик специальнӑҫсене алла илнӗ[1].
2014 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне те йӗркелесе пырать. 2018 ҫултан тата Людмила Кинер никӗсленӗ «Шупашкар» ушкӑнра юрлать. Артист Чӑваш Республикинчи тата ытти регионти ял-хулана гастрольсене ҫӳрет[2].
2021 ҫулта Упи культура ҫурчӗн ертӳҫи пулса вӑй хунӑ.
Пултарулӑх
2008—2014 ҫулсенче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнра юрланӑ. Ушкӑнӑн ун чухнехи йышне Сергей Королевский, Александр Арсентьев, Денис Антипов, Оксана Степанова, Анастасия Адякова, Наталья Горбунова кӗнӗ[1].
2015 ҫулта Евгений Николаевпа, Людмила Кинерпа пӗрле «Савӑнар» ушкӑн йӗркеленӗ.
Пысӑк сцена ҫинчи пӗрремӗш харпӑр юрри — «Купӑс ҫеҫ маншӑнах калаҫать».
Пӗрремӗш концертне Евгений Николаевпа тата Людмила Кинерпа пӗрле 2019 ҫулта Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче ирттернӗ[1].
Юррисем: «Анне аллисем», «Ах, савниҫӗм», «Илемлӗ кӗреке», «Купӑс ҫеҫ маншӑнах калаҫать», «Мана санпа ҫеҫ ӑшӑ», «Пурнӑҫӑн парни», «Ҫӗнӗ ҫурт», «Тӑван ял», «Тус-тӑванпала» [3] тата ыттисем.
Юррисене авторӗсем: Владимир Рыбкин, Альбина Юрату, Лидия Изекеева, Юрий Кашкӑр сӑвӑҫсем, Сергей Марков, Александр Герман, Андрей Порфирьев, Александр Быковский аранжировщиксем тата ыттисем[1].
Хӑш-пӗр юррин сӑввисемпе кӗввисене хӑех ҫырать[1].
Ҫемье
- Ашшӗ — Семенов Михаил Аркадьевич.
- Амӑшӗ — Семенова Тамара Порфирьевна.
- Ҫемьере иккӗн ӳснӗ: Александр, Сергей[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснисен «Трак ен» ентешлӗхӗн(выр.)чăв. ӗҫне хутшӑнать[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Сергей Михайлович Семёнов Сергей Михайлович. Чӑваш халах сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Людмила Кинер и эстрадная группа «Шупашкар» в Карачевском СДК (выр.). Козловский муниципальный округ Чувашской Республики (22 чӳкӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Сергей Королевский. chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Сергей Королевский юррисем
- Сергей Петров юрӑҫ сцена ҫине тухнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ концертран
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |