Михаил Ӑраскал
Иванов Михаил Иванович (сцена ҫинчи ячӗ — Михаил Ӑраскал, ҫур. 1997 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1997 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш.
Шупашкар культура училищине вӗренсе пӗтернӗ. Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче сасӑ режиссёрӗ(выр.)чăв. пулса вӑй хурать.
Ҫавӑн пекех 2018 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: пайӑррӑн концерт йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать.
Пултарулӑх
Юррисем: «Анне», «Килӗштертӗм пӗр хӗре», «Хура тинӗс хӗрринче», «Тупата», «Тӑван ял», «Кӗпер», «Эсӗ хулара», «Ҫу, ҫумӑр, ҫу», «Ир килнӗ юрату», «Савнӑ тӑван ял», «Эсӗ — ҫумӑр», «Ҫеҫке айӗнче ҫырла», «Ҫамрӑк каччӑ», «Сан ятупа», «Кайӑксем», «Кулине», «Ҫӗнӗ Ҫул», «Шурӑ кӑвакарчӑн»[1] тата ыттисем те.
Вырӑсла та юрлать: «Голубка», «Самая-самая», «Детство», «Так и скажи», «А у нас во дворе», «Мне нравится», «Черноглазая», «Две души», «Три сестры»[2] тата ыттисем.
Полина Борисовапа («Юлашки хут»), Алина Корниловапа («Эс пурӑнан ман тӗлӗкре», «Хура пӗлӗтсем»), Алина Савельевапа («Ман юратӑвӑн ҫуначӗ»), Олеся Яковлевапа («Ҫӳл тӳпере»), Алексей Алексеевпа («Хӑв 20-ре кӑна»), Андрей Шадриковпа («Юрататӑп савние») дуэтпа юрлать[1].
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[3][4], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет[5][6].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Михаил Араскал (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
- ^ Михаил Араскал (выр.). Zvyki.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
- ^ В Шоркистрах состоялся праздничный концерт артистов чувашской эстрады (выр.). Урмарский муниципальный округ (9 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
- ^ Праздничный концерт ко «Дню Матери» в Шатракасинском сельском клубе (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Моргаушского района Чувашской Республики (27 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
- ^ В Доме культуры РЦНТ состоялся концерт мастеров сцены Республики Чувашия (выр.). Государственное бюджетное учреждение культуры Республики Башкортостан Республиканский центр народного творчества. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
- ^ День ВДВ в селе Новое Ильмово (выр.). Портал муниципальных образований Республики Татарстан (3 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |