Трактор тӑвакансен культура керменӗ
Трактор тӑвакансен культура керменӗ — Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнче вырнаҫнӑ культура керменӗ[1].
Сӑнласа пани
Трактор тӑвакансен культура керменӗ — икӗ-виҫӗ хутлӑ ҫурт, йӗри-тавра фонтансем, парксем тата ытти кану вырӑнӗсем вырнаҫнӑ[2].
Культура керменӗнче икӗ зал пур: 1050 вырӑнлӑ пысӑк зал тата 220 вырӑнлӑ пӗчӗк зал. Унсӑр пуҫне кунта ташӑ залӗ пур, унта 350 ҫын таран вырнаҫма пултарать. Фойе лаптӑкӗ — 1000 тӑваткал метр, унта тӗрлӗ шайри (вырӑнти пӗлтерӗшлӗ тата Раҫҫей шайӗнчисем те) куравсем ирттереҫҫӗ[2].
Трактор тӑвакансен культура керменӗ — пысӑк концертсем, тӗрлӗ мероприятисемпе пур шайри конкурссене ирттермелли вырӑн шутланать. Кашни зала хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ техникӑпа тивӗҫтернӗ[2].
Историйӗ
Культура керменне 1985 ҫулта тума пуҫланӑ та 1993 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче уҫнӑ[2]. Архитекторӗсем: Ф. А. Новиков, Г. Е. Саевич. Вӗсене пулӑшнӑ: В. Биндеман, А. Игнатов, Т. Чистова. Инженер: Н. Чертовских[4].
Ҫурта саккаслаканӗ — Шупашкарти промышленность тракторӗсен савучӗ пулнӑ. Апла пулин те 1990-мӗш ҫулсем йывӑр килнӗрен, культура керменне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн парӑмсене татса парас тесе ӑна республика пурлӑхне куҫарнӑ[3].
Проектпа килӗшӳллӗн культура керменӗ хыҫӗнчи уҫланкӑна парк вырнаҫмалла пулнӑ. Анчах каярахпа Хӳтӗлев министрестви унта кадет шкулне туса лартма йышӑннӑ та хальхи вӑхӑтра унта ҫав шкул вырнаҫнӑ[3]. Апла пулин те, кадет шкулне хӑпартса лартнӑ май культура ҫурчӗн фасадне те ҫӗнетнӗ.
Кадет шкулне вырнаҫтармалли плансем йӗркеленнӗ май кунта вырнаҫнӑ Ҫамрӑксен театрӗ валли те уйрӑм ҫурт тӑвас шухӑш пулнӑ, анчах каярах ҫак плансене пӑрахӑҫланӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ каярахпа «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӗн ҫуртне йышӑннӑ[5].
Пултарулӑх ушкӑнӗсем
Культура керменӗ ҫумӗнче хӑйсен пултарулӑхне аталантаракан ушкӑнсем[6]:
- «Сувар» халӑх ташшин халӑх ансамблӗ;
- «Суварята» халӑх ташшин ача-пӑча халӑх ансамблӗ;
- «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗ;
- «Родные просторы» халӑх фольклор ансамблӗ;
- «Солнцеклёш» эстрада ташшин халӑх шкулӗ;
- «Dance Aerobic» студи;
- «Этуаль» халӑх хореографийӗн студийӗ;
- «ART NOVA» халӑх пултарулӑх студийӗ;
- «ART VOCALS» вокал студийӗ;
- «Феерия» хальхи ташӑ студийӗ;
- «Тухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗсем» ташӑ шкулӗ;
- «Golden Flash» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ;
- «Фантом» шоу-балет;
- «Солнышко» инклюзивлӑ ташӑ театрӗ;
- тата ыттисем.
Хальхи вӑхӑтра
Хальхи вӑхӑтра Трактор тӑвакансен КК — чылай пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн концертсем лартмалли вырӑн. Ку культура керменӗнче чӑваш эстрада юрӑҫисен концерчӗсем час-часах иртеҫҫӗ.
Культура ҫурчӗ Чӑваш Республикин Культура министерствин «Халӑх пултарулӑхӗн республика центрӗ» автономлӑ учрежденийӗ шутне кӗрет[7].
2024 ҫулхи Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн ёлки те кунта иртнӗ.
Ҫумра вырнаҫнӑ объектсем
- Шупашкар (суту-илӳ центрӗ)
Ӑнлантарусем
- ^ https://днт21.рф/dk-traktorostroiteley/
- ^ 1, 2, 3, 4 https://днт21.рф/dk-traktorostroiteley/about/
- ^ 1, 2, 3 https://archi.ru/russia/88352/esche-odna-istoriya
- ^ https://interesnoe.me/source-48247547/post-3583
- ^ http://sovch.chuvashia.com/?p=132881
- ^ https://днт21.рф/dk-traktorostroiteley/kollektivy/
- ^ https://www.cheboksary.ru/culturen/63024_tsentru_narodnogo_tvorchestva_dk_traktorostroitelej_ispolnjaetsja_80_let.htm