Савельева Алина Геннадьевна

Савельева Алина Геннадьевна (сцена ҫинчи ячӗ — Алина Савельева, ҫур. 1976 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ, Патреккел, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1976 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ.

Патреккел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ (1994), 1995—2000 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].

Елчӗкри культура керменӗнче, Патреккелти культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ[1].

2002 ҫулта Шупашкара пуранма куҫнӑ, 2003—2013 ҫулсенче Шупашкарти 89-мӗш «Ладушки» ача пахчинче вӑй хунӑ[1].

2013—2020 ҫулсенче харпӑр концерт, мероприятисене ертсе пырас ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пынӑ.

2020—2025 ҫулсенче Шупашкарти 79-мӗш ача пахчинче тӑрӑшнӑ.

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял пултарулӑх ҫурчӗн илемлех ертӳҫи.

Пултарулӑх

Патреккел халӑх хорӗн ертӳҫи Геннадий Борисов хӗрачана пилӗк ҫултанах юрлама хӑнӑхтарнӑ, концертсене хутшӑнтарнӑ. Кайран ача-пӑча хорӗнче, Патреккел халӑх хорӗнче, ялти вокалпа инструментсен «Асамат кӗперӗ» ансамблӗнче юрланӑ[1].

2011 ҫулта «Тӑван тавралӑх» (сӑвви хӑйӗн, кӗвви — Сергей Ивановӑн) чӑваш эстрадине тухнӑ, «Телеюрӑ» конкурса хутшӑннӑ.

2012—2014 ҫулсенче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнра юрланӑ[1].

Пӗрремӗш концертне 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Агрегат завочӗн культура керменӗнче «Юратап сана чунтан, тӑван» ятпа ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн тата тӑватӑ концерт йӗркеленӗ:

  • «Лайӑх туспала кунҫул аван»;
  • «Анне — этемлӗх вучахӗ»;
  • «Малта телей кана»;
  • «Эп паян 17-ре».
  • 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ирттерме хатӗрленекен концертӑн ячӗ — «Ҫамрӑк ӗмӗр иккӗ мар».

Кашни концерчӗ хыҫҫӑн ҫак ятсемпех видеодисксем кӑларнӑ.

Юррисем: «Асамат кӗперӗ», «Анне», «Вӑрман уҫланкинче», «Ҫамрӑк ӗмӗр иккӗ мар», «Чи телейлӗ кун», «Ҫуралнӑ кун», «Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле», «Эпӗ сансӑрах санпа», «Турӑҫӑм, илтсем мана...», «Хут купӑс», «Илемлӗ Шупашкар», «Тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ», «Тӗттӗм каҫ», «Малта телей кӑна», «Ташлар пӗрле», «Икӗ чун», «Пурнӑҫ шӑв малалла», «Савӑнар мӗн пуррипе», «Сехет шаккать», «Туссӑр ҫын туратсӑр йывӑҫ», «Эс кӑна», «Яшлӑх килмӗ каялла», «Ай тӑванӑм», «Чун ӑшши», «Шурӑ юр», «Юратап сана чунтан, тӑван», «Илсе ан кай телее», «Савни», «Чунҫунтармӑш», «Тӑван тавралӑх»[2] тата ыттисем.

Репертуарӗнче дуэтпа Михаил Ӑраскалпа, Николай Кузьминпа, Данила Ленскийпе, Егор Матвиевскийпе, Александр Филипповпа[2] ҫыртарнӑ юрӑсем пур.

Юррисен авторӗсем: Валерий Раштав, Альбина Юрату, Василий Шихранов, Владимир Рыбкин сӑвӑҫсем, Александр Павлов, Сергей Марков, Константин Рязанов, Александр Софронов, Радий Иванов, Радий Семёнов, Евгений Раськин аранжировщиксем.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗн лауреачӗ (2002);
  • Ҫамрӑк эстрада юрӑҫисен «Анатри кӗвӗсем» фестиваль-конкурсӗнче 2-мӗш вырӑн (2002).

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш Республикин Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ (2020);
  • Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ (2024).

Ҫемье

  • Ашшӗ — Добронравов Геннадий Николаевич.
  • Амӑшӗ — Вера Алексеевна (1956—2010).
  • Ҫемьере иккӗн ҫитӗннӗ: Алина, Татьяна.
  • Хӗрӗсем — Мальвина, Виолетта[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • 2016 ҫултан Чӑваш наци конгресӗн пайташӗ, культура комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ.
  • «Елчӗксем» ентешлӗхӗн культура пайӗн ертӳҫи.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи(выр.)чăв. ентешсене пулӑшас ӗҫе, ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать, хӑй виҫӗ ыркӑмӑллӑх концерчӗ йӗркеленӗ: Шупашкарта, Елчӗк районӗнчи Патреккелте, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 103-109.
  2. ^ 1, 2 Алина Савельева (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем