Семенова Ольга Владимировна

Семенова Ольга Владимировна (сцена ҫинчи ячӗ — Ольга Семёнова, Оля Семёнова, ҫур. 1982 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ, Элĕк, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1982 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Элӗк ялӗнче ҫуралнӑ[1].

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Элӗк пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ (1999). 1999—2002 ҫулсенче Чӑваш Республикин культура училищинче хорпа дирижёр уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 2010 ҫулта Атӑл-Вятка патшалӑх хӗсмечӗн академине вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ[2].

2007—2009 ҫулсенче «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче реклама пайӗн менеджерӗ пулса ӗҫленӗ.

2014 ҫултанпа ЮТВ телеканалта вӑй хурать.

ЮТВ телеканалти проекчӗсем

Малтанхи проектсене Данила Ленскийпа пӗрле хатӗрлесе ертсе пынӑ: «Караоке-Батл», «Просыпайся, лето…» тата ытти те[2].

Харпӑр проекчӗсем[1]: «Новое Я», «Успешные люди», «Весёлый чемоданчик», «Чудо-дети», «Игра образов» тата ытти те.

Пултарулӑх

Чӑваш эстрадине 2008 ҫулта «Савар-и пӗр-пӗрне чунтан?» юрӑпа (сӑввин авторӗ — амӑшӗ Иванова Елизавета Васильевна, кӗввин — Виктор Николаевич Дмитриев) тухнӑ[2].

2008 ҫултах йӑмӑкӗпе Светланӑпа «Гармония» ушкӑн йӗркеленӗ[2].

Пӗрремӗш концертне 2015 ҫулта «Гармония» ушкӑн «Хавас» ушкӑнпа пӗрле Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, харпӑр концертне 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ирттернӗ[1].

Юррисем: «Калатпӑр ҫук», «Чи ҫепӗҫ чечек», «Ҫутӑ каҫӑн ытамӗнче», «Кунҫул тӗшши», «Сӑмах», «Икӗ ҫӑлтӑр», «Канӑҫсӑр чӗрем», «Ҫӗнӗ ҫул уявӗ», «Тавах сана, кураканӑм», «Татса ҫиеймӗн», «Тӗлӗк кӑна», «Тунсӑх», «Уйрӑлу», «Хурӑнпа калаҫни», «Шурӑ хурӑн», «Юрату», «Каллех пӗччен»[3][4] тата ыттисем.

Дуэтпа ҫыртарнӑ юррисем: «Юрату вӑл...», «Тупа» (Ольга Семенова, Ҫиларман), «Тӑван кил», «Макӑрать Нӑрваш» (Ольга Семенова, Типшӗм Сашук), «Дерзкая» (Ольга Семенова, Сергей Лекеров), «Чӑн юрату — яланлӑх» (Алексей Московский, Ольга Семенова), «Виҫҫӗмӗшӗ ытлашши» (Алиса Ижендеева, Ольга Семенова), «Каҫар та сывӑ пул», «Каҫхи тӗтре», «Пӑхман хӗвеле пӑхтараймӑн» (Ольга Семенова, Данила Ленский), «Ухӑҫпа арӑслан» (Андрей Думилин, Ольга Семенова)[3] тата ыттисем.

Юррисен авторӗсем: чӑвашлисен — Елизавета Иванова, Валерий Раштав сӑвӑҫсем, Александр Павлов аранжировщик; вырӑслисен — Екатерина Семёнова сӑвӑҫ, Александр Быковский аранжировщик[1].

Ҫитӗнӗвӗсем

  • «Вирьял шевлисем» фестиваль-конкурсӑн Гран-прийӗ («Гармония» ушкӑн);
  • ЮТВ телеканалӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх ушкӑн» номинацийӗнчи ҫӗнтерӳҫи («Гармония» ушкӑн, 2015);
  • ЮТВ телеканалӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх юрӑҫ» номинацийӗнчи ҫӗнтерӳҫи;
  • ЮТВ телеканалӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх клип» номинацийӗнчи ҫӗнтерӳҫи (Данила Ленскийпе юрлакан «Канӑҫсӑр чӗре» юрӑпа (Валерий Раштав — Александр Павлов) ӳкернӗ клипшӑн);
  • ЮТВ телеканалӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх шоувумен» номинацийӗнчи ҫӗнтерӳҫи[1].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Иванов Владимир Петрович.
  • Амӑшӗ — Иванова Елизавета Васильевна, чылай сӑвӑ авторӗ, ҫав шутра Чӑваш наци радиовӗн гимнӗн сӑмахӗсен.
  • Ҫемьере виҫҫӗн ҫитӗннӗ: Ольга, Светлана, Мария.
  • Мӑшӑрӗ — Семенов Сергей Иванович.
  • Ывӑлӗсем — Константин тата Владислав[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Семёнова Ольга Владимировна. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 370-374.
  3. ^ 1, 2 Ольга Семенова. chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.
  4. ^ Ольга Семенова. Слушать песни исполнителя и скачать онлайн. chuvash-republic.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем