Чăваш Ен (телерадиокомпани)
ПТРК «Чувашия» — патшалăх теле- тата радио- калаçу компанийĕ. Компани пиллĕк каналпа тухать: «Радио России», «Маяк», «Телеканал "Россия"», телеканал «Вести», телеканал «Спорт»
Телеканал çинче Чăваш Енре тата Раççейĕн ыти регионĕсенче пулса иртнĕ ĕç-пуç пирки хыпарлаççĕ.
Почта адресĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули. Николаев урамĕ, 10.
Директорĕ — Е. А. Ижендеева
Кун-çулĕ
1962 çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Ен çыннисем Мускавăн пĕррремĕш кăларăмĕсене курнă.
2006 çулта ПГТРК «Чувашия» теле тата радиокалаçăва Тетел эрешне кĕртет. Çĕнĕ хыпар кăларăмĕсĕр пуçне портал тĕплĕх пасар видееоматериалĕсене парать.
2008 çулта ПТРК «Чувашия» Тĕнчери хăвăрт утас Черккин официаллă хыпар партнёрĕ пулса тăчĕ. Ăмăртăва уçнă тата хупнă чухнехи церемоние, çаплах ăмăртăвĕсене «Вести 24» тата «Спорт» телеканалĕпе кăтартрĕç.
Аудитори
Чăваш Республики, Мари Элĕн, Тутарстанăн тата урăх юнашар регионсенче пурăнакан халăх: телеканала пăхакан пĕтĕм йышĕ икĕ миллион яхăн çын.
Коллектив
Коллектив икçĕр ытла ĕçтешпен тытăнса тăрать.
Каçăсем
- «Чувашия» патшалăх телерадиокомпани официаллă сайчĕ 2011 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Чувашия теле- тата радио- кăларăмсем 2009 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Страница телерадиокомпании на портале «СМИ Чувашии»( ӗҫлемен каҫӑ) (выр.)