Христофоров Вячеслав Васильевич

Христофоров Вячеслав Васильевич (сцена ҫинчи ячӗ — Вячеслав Христофоров) (ҫур. 1963 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Пӑва, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш юрăçи. Чăваш Республикин халӑх артисчӗ.

Кун-çулĕ

1963 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Елчӗк вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ[1].

1985 ҫулта Ҫӗрпӳ культурӑпа ҫутӗҫ училищине, 1993 ҫулта Н. Г. Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалӑх консерваторине(выр.)чăв. вӗренсе пӗтерсе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ[1].

1985—1988 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче юрӑҫӑ пулса ӗҫленӗ[1].

1993— 1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн(выр.)чăв. солисчӗ пулнӑ[1].

1993—1996 ҫулсенче пер вӑхӑтрах Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче студентсене вӗрентнӗ[1].

1998 ҫултан вара хӑй никӗсленӗ «Янра, юрӑ» эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи[1].

1998—2008 ҫулсенче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн культура енӗпе тимлекен пулӑшуҫи пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Вячеслав Христофоров юрӑҫ кана мар, сӑвӑҫ та, композитор та — репертуарӗнчи юрӑсен 80 процентне хӑй ҫырать.

Сцена ҫине хуткупӑспа тухма кӑмӑллать, хуткупӑс кӗввипе юрлакан юрӑсем чылай.

Ю. П. Григорьев, Ф. М. Лукин, Т. И. Фандеев, Н. С. Карлин чӑваш композиторӗсен юррисене, вырӑс тата ют ҫӗршыв композиторӗсен оперисенчи арисене, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарать[1].

Чӑваш Республики, Раҫҫей регионӗсем тӑрӑх гастрольсенче нумай пулать, ҫавӑн пекех Испанире, Францире, Польшӑра концертсем ирттернӗ.

Паллӑ юррисем: «Эх, юррӑм, янӑра», «Юраймарӑм-ши?», «Эх, чун савни», «Тӑван патӗнче», «Атя уҫса яр», «Алтӑ ҫӑлтӑр», «Туй юрри», «Атте», «Парне», «Ҫумӑр ҫӑвать», «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх», «Тур лаши», «Эсӗ мана улталарӑн», «Шӑпчӑк кайӑк», «Шӑпчӑксем», «Кӑвак куҫусем», «Симӗс, симӗс топольсем», «Тусӑм тухмӗ асӑмран», «Ӑҫтаччӗ-ши, ӑҫтаччӗ?» тата ыттисем те[2].

Ҫемье

Нумай ачаллӑ — 4 ывӑл, 4 хӗр — ҫемьере ӳснӗ[3].

Мӑшӑрӗ — Марта Зайцева, «Янра, юрӑ» эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗн юрӑҫи.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Л. И. Бушуева. Христофоров Вячеслав Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  2. ^ Вячеслав Христофоров (выр.). https://chuvash-republic.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ В.Христофоров, поэт, композитор, исполнитель (выр.). Элита Чувашии (15 ҫӑвӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  4. ^ Таисия Ташней. Персона: Вячеслав Христофорова орден медалӗ панӑ (выр.). Чӑваш халӑх сайчӗ (25 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Чувашская Республика. Президент (1994-2010 ; Н. В. Федоров). О присвоении почетного звания «Народный артист Чувашской Республики» Христофорову В. В. : указ от 15 марта 2005 г. № 26 // Вести Чувашии. — 2005. — 17 марта (№ 12-14). — С. 1;
  • Левуков, В. Толяттири аншлаг / В. Левуков // Хыпар. — 2011. — 6 ҫу. — С. 3;
  • Листопад, Ю. Ушкӑн ертӳҫине — хисеплӗ ят / Ю. Листопад // Хыпар. — 2010. — 2 ака. — С. 1;
  • Малышкин, Н. Христофоров Вячеслав Васильевич / Н. Малышкин // Елчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем / Н. Малышкин. — Ҫӗрпӳ, 2000. — С. 69-70;
  • Смирнова, В. Чӑваш Ен мухтавӗ / В. Смирнова // Елчӗк ен. — 2013. — 21 ҫурла. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Смирнова, Н. Турӑ панӑ тивлете тӑван халӑхпа пайлать / Н. Смирнова ; А. Абрамов сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2005. — 17 пуш;
  • Христофоров, В. «Кашни юрӑҫах чӑвашлӑха хӑйӗн тӳпине хывать» : [юрӑҫпа калаҫни] / В. Христофоров // Хыпар. — 2020. — 30 ака/апрель. — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Христофоров, В. Чӑваш Ен тулашӗнчи хуплу тутлӑрах : [Вячеслав Христофоров юрӑҫпа калаҫни / И. Петрова ҫырса илнӗ] // Урал сасси. — 2016. — 12 ҫу (№ 19). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Александрова, Н. За талант, высокое мастерство / Н. Александрова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2014. — Ҫу (№ 3). — С. 12 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Бушуева, Л. И. Христофоров Вячеслав Васильевич / Л. И. Бушуева // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 412;
  • Малышкин, Н. Ф. Христофоров Вячеслав Васильевич / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 387;
  • Морозов, Н. Поет Христофоров и в Чебоксарах, и в Самаре / Н. Морозов // Республика. — 2005. — 16 марта (№ 10). — С. 6;
  • Осипова, Н. Душа несет песню в народ / Н. Осипова ; фото В. Романова // Советская Чувашия. — 2005. — 17 марта. — С. 2;
  • Христофоров, В. В. Петь хочется, когда зал полон / В. Христофоров ; записал В. Палладьев ; фото В. Бакланова // Грани. — 2007. — 12 июля. — С. 8.

Темӑпа ҫыхӑннисем