Кун-çулĕ

1960 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чӑваш АССРӗн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче çуралнă. Ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти планпа экономика техникумне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫулталӑк «Рассвет» фабрикӑра ӗҫленӗ[2].

1980—1984 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкар музыка училищинче вӗреннӗ. Унта унӑн тӗп вокал педагогӗсем Раиса Ахметбековӑпа Тамара Супонина пулнӑ. Музыка пӗлӗвӗ илсен чылай ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ[1].

1990 ҫулсен варринче чӑваш эстрадине тухса уйрӑммӑн юрлама пуҫланӑ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[1].

Паллӑ юррисем

Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем[3][4]:

«Мӗскер парнелем-ши?», «Шăпчăксем юрланă чух», «Ӑраскал», «Сарӑ хӗр», «Юратап тесе», «Калӑр-ха, тӑвансем», «Тӑвансемӗр пӗрле чух», «Сӑнӳкерчӗк», «Ҫуркунне» тата ыттисем те.

Обществӑлла ӗҫӗ

  • Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗн пайташӗ пулнӑ.
  • Елчӗк районӗн «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Марина Карягина. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Мария Горшкова пурнӑҫран уйрӑлнӑ (выр.). Государственный Интернет-Канал «Россия» (9 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  2. ^ Паян Шупашкарта Мария Горшковӑпа сывпуллашнӑ (выр.). Газета «Сувар» (9 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  3. ^ Мария Горшкова (выр.). https://chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  4. ^ мария Горшкова (выр.). https://chuvash-republic.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.

Вуламалли

  • «Пурăнма та, юрлама та вăй-хал çителĕклине туятăп», М. Горшковăпа Л. Давыдова калаçнă, «Тантăш» хаçат, 2004, авăнăн 30-мĕшĕ, 12-мĕш стр.

Темӑпа ҫыхӑннисем