Печникова Светлана Владимировна

Печникова Светлана Владимировна (сцена ҫинчи ячӗ — Светлана Печникова, паспортра — Романова Светлана Владимировна, ҫур. 1971 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ, Тукай (Комсомольски районĕ), Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш эстрада юрăçи, композиторӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2017)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1971 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.

Тукайри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, Ҫӗнӗ Мӑратри вӑтам шкулта вӗреннӗ, Хусан патшалӑх ӳнерпе культура институтӗнче ятарлӑ аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Институт хыҫҫӑн Лапсар посёлокӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ пулса вӑй хунӑ, ҫав хушӑрах шкулта ачасене пултарулӑх енӗпе аталантарассипе ӗҫленӗ, гитара калама вӗрентнӗ, 1995 ҫулта «Лукошко» ача-пӑча фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ.

2006 ҫулта Шупашкарта Чăваш халăх пултарулăх çуртĕнче методистра ĕçлеме пуҫланӑ, республикăра пурăнакан халăхсен наци культурине аталантарас енĕпе тӑрӑшнӑ, режиссёр пулса уявсем йӗркеленӗ. 2007—2018 ҫулсенче ал-ӗҫ ӑстисемпе меслетлӗх ертӳҫи, пӗр хушӑрах 2016—2018 ҫулсенче уйрӑм ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Шупашкарта иртнӗ наци тумĕсен «Чувашия многоликая» фестиваль (2013), Республика кунĕнче тĕп сцена çинче чăваш тумĕн «Асамлă эрешсем» уяв (2016), Чӗмпӗр облаçĕнчи чăваш тумĕн «Нарспи» фестивалӗ тата ытти те. Ҫавӑн пекех ҫулсерен иртекен «Чăваш пики», «Кĕмĕл сасă», «Чăваш тумĕн уявĕ» тата ытти мероприятисен йӗркелӳҫи тата тĕп режиссерĕ.

2016 ҫултан Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн халăхсен наци культурисен уйрăмĕн ертӳҫи пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Халăхсен туслăхĕн çурчӗ уҫӑлсан (вӑл малтан Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн филиалӗ шутланнӑ, 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара - уйрӑм учреждени) унта Чăваш Енри халăхсен наци культурисен уйрăмĕн ертӳҫинче вӑй хунӑ.

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — харпӑр усламҫӑ, концертсем, уявсем ирттерессипе ӗҫлет[1].

Пултарулӑх

Эстрадӑра 1998 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ.

Раççейри паллă «Мираж» тата «Левостороннее движение» ушкăнсем те Светлана Печникова ҫырнӑ юрӑсене шӑрантараҫҫӗ: «Ночь», «Поздно, поздно», «Где ты, дай ответ» тата ытти те. «Мираж» пурӗ 13 юрӑ, «Левостороннее движение» ушкăн — 5 юрӑ. «Где ты, дай ответ» юрра Маргарита Суханкинӑпа пӗрле ҫырнӑ[2]. Пултарулӑхне Раҫҫей шайӗнче сарас тесе унӑн продюсерӗ Сергей Сприжицкий нумай тӑрӑшнӑ[1]. 2025 ҫулта Маргарита Суханкинӑпа тата Сергей Сприжицкийпе малалла ӗҫлеме пуҫланӑ тата ҫӗнӗ юрӑсем кӑларма палӑртнӑ.

Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Паян эс килнĕ çĕр çине», «Савни, ан васка», «Тусӑмсене», «Аса ил», «Кӗлчечек», «Кӗтсе илтӗм», «Тек ан кала», «Мӗншӗн?», «Туслӑх», «Шурӑ юр», «Палан», «Ҫутӑ ҫӑлтӑр», «Ҫӑлтӑр куҫлӑ савни», «Ан ман мана», «Ах, юрату», «Кӗлленнӗ юрату», «Кӳренӳ», «Тӗлӗк», «Чӗкеҫ», «Ҫук», «Юрат мана», «Салам сана», «Каҫхи юрӑ», «Кӗрхи кунсем», «Манса кай», «Сан йӑл куллу», «Тӗтре», «Чунҫунтармӑш», «Юрласа чуна уҫсассӑн» тата ыттисем те[3].

«Шупашкар», «Ырӑлӑх ытамӗнче» юррисем Чăваш халăх пултарулăх çурчӗпе Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗ пӗрле кăларнă «Тӑван Ҫӗршывӑма сума суса» кӗнекене кӗнӗ[4].

Юрӑсен кӗвви-сӑввисене нумай чухне хӑй ҫырать. Нумай юрӑҫ ун юррисене шӑрантарать: ун юррисемпе эстрада карьерине Чӑваш  Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Прокопьева пуҫланӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Прокопьев, Татьяна Зайцева-Ильина, ҫавӑн пекех Константин Рязанов, Алина Фёдорова,  Диана, Алёна Арсентьева тата ыттисем те юрлаҫҫӗ.

Дуэтпа Валерий Димитриевпа, Константин Рязановпа, Татьянӑпа, Леонид Захаровпа тата ытти юрӑҫсемпе сцена ҫине тухать.

Тӗрлӗ сӑвӑҫсемпе ӗҫлет: Светлана Асаматпа, Раиса Воробьевӑпа (Савнерпи), Владимир Рыбкинпа, Любовь Шашкинӑпа (Лӗпӗшпи). Юлашки вӑхӑтра Алиса Александрова, Алина Николаева сӑввисемпе ҫырнӑ.

Хисепӗсем

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Романов Олег Николаевич (1992 ҫулта пĕрлешнӗ).

Икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ: Валерий тата Илья. Иккӗшӗ те программистсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Николай Галкин. Светлана Печникова: «Пирĕн халăхăн хăйнеевĕрлĕхне упраса». У «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край») Минцифры Чувашии (3 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  2. ^ Песни Светланы Печниковой исполняет группа «Мираж» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (8 акан 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  3. ^ Светлана Печникова (выр.). Чăваш медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  4. ^ В Чувашии на съезде Ассоциации композиторов переизбрали Президента и секретаря общественной творческой организации (выр.). https://press-release.ru (5 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем