Зайцева Марта Ивановна

Марта Ивановна Зайцева (сцена ҫинчи ячӗ — Марта Зайцева, ҫур. 1985 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ, Тĕмер, Тăвай районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1985 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче ҫуралнӑ[1].

2007 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

2006 ҫултанпа «Янра, юрӑ» ушкӑн юрӑҫи.

2013 ҫултанпа Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗ[1].

undefined

Пултарулӑх

«Янра, юрӑ» ушкӑнра чылай юрра Марта Зайцевапа Вячеслав Христофоров дуэтпа юрлаҫҫӗ: «Эх, юррӑм, янӑра», «Шӑпчӑк кайӑк», «Атя, тусӑм, яра пар», «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх»[2] тата ыттисем.

Пӗччен юрлакан юррисем: «Аннене», «Кӗмӗл уйӑх», «Юрату», «Манаймастӑп», «Ҫеҫкери ҫамрӑклӑх», «Ӗнерхи юрату», «Хӗвелҫаврӑнӑш», «Юратупа уйрӑлу»[2] тата ыттисем те.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[3], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Республикари чӑваш эстрада ҫамрӑк юрӑҫисен «Анатри кĕвĕсем» фестиваль-конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2002);
  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗн II степеньлӗ лауреачӗ (2007)[4][1].

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2015);
  • Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ (2017);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2019)[5][1].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Зайцев Иван Васильевич, ӑста купӑсҫӑ[4].
  • Амӑшӗ — Зайцева Елизавета Васильевна, халӑх пултарулӑх ушкӑнӗн юрӑҫи[4].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Энциклопедия Янтиковского района : Зайцева Марта Ивановна (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Марта Зайцева. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  3. ^ Концерт Вячеслава Христофорова в Октябрьском сельском поселении (выр.). Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики (29 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Дипломантка с детства дружила с песней (выр.). Янтиковский муниципальный округ Чувашской Республики (28 пушӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  5. ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (29 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем